Тикĕс çулпала машинăсем вĕçтереççĕ
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Çул-йĕрсене хăтлăхпа тирпейлĕхре тытасси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яка та тикĕс çулпа машинăсене çỹреме те аван, водительсене те кăмăллă. Кашни çулах районта çул-йĕре çĕнетсе пырассипе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ: хăш-пĕр ялта шăтăк-путăка саплаççĕ, теприсенче урамра çĕнĕ çул сараççĕ, виççĕмĕшĕсенче тăпраллă çĕре вак чул сарса тикĕслеççĕ.
Кăçал çулсене юсасси-сапласси пуçланчĕ. Ĕçсем Шăмăршăри Ленин, Карл Маркс, Уруков урамĕсенче пулса иртрĕç. Д.Н.Сапруков уйрăм предприниматель ертсе пыракан бригада 200 тăваткал метр лаптăка юсанă. Çавăн пекех Западная урамра та кĕçех ĕçсем тытăнмалла.
"Шăмăршă _ Çĕнĕ Шăмăршă _ Васан" автоçул çинче те рабочисем вăй хураççĕ. Кунта пурнăçланакан ĕç хакĕ _ 5836,5 пин тенкĕ. Пурнаçлаканĕ _ Шупашкарти сахал яваплă "Эльбрус" пĕрлешỹ.
Çаксемпе кăна районта çул-йĕр çинчи ĕçсем вĕçленмеççĕ. Июнь уйăхĕ вĕçлениччен ытти вырăнсенче çапларах ĕçсем туса ирттерме палăртни çинчен те асăнса хăварар.
"Шăмăршă _ Анат Чаткас _ Хайпăла паççулкки" автоçул. Хакĕ _ 2213,0 пин тенкĕ, ĕçе пурнăçлаканĕ _ Шăмăршăри А.П.Егоров уйрăм предприниматель.
"Пăчăрлă Пашьел _ Вырăс Чукал" автоçул. Хакĕ _ 773,5 пин тенкĕ, ĕçе пурнăçлаканĕ _ Шăмăршăри А.П.Егоров уйрăм предприниматель.
"Çĕрпỹ _ Ульяновск _ Карапай Шăмăршăри вăрман çумĕнчи çул" автоçул. Хакĕ _ 1866,5 пин тенкĕ, ĕçе пурнăçлаканĕ _ Шупашкарти сахал яваплă "Эльбрус" пĕрлешỹ.
"Çĕрпỹ _ Ульяновск _ Виçпỹрт Шăмăршă _ Пуянкасси" автоçул. Хакĕ _ 1627,8 пин тенкĕ, ĕçе пурнăçлаканĕ _ Шупашкарти сахал яваплă "Эльбрус" пĕрлешỹ.
Ял тăрăхĕсенчи çул-йĕре юсаса якатса тăрассине, шăтăк-путăка саплассине те тĕпе хурĕç.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи Мичурин урамĕнчи çула, 5-13 номерлĕ çуртсен хушшинче, 171 метр тăршшĕ çĕнетмелле. Хакĕ _ 529,7 пин тенкĕ.
"Çĕнĕ Шăмăршă _ Васан" автоçулăн Васан ялĕнчи Октябрь урамĕнчи 1-мĕш номерлĕ çурт тĕлне çитиччен 87 метр тăршшĕ лаптăка 207,9 пин тенкĕлĕх юсамалла.
Карапай Шăмăршăри Шкул урамĕнчи 4-6 номерлĕ çуртсем хушшинчи 40 метр лаптăкăн юсав ĕçĕсем 105 пин тенке ларĕç.
Пуянкассинчи Совет урамĕнчи 9-мĕш номерлĕ çуртран пуçласа Ленин урамĕпе хĕресленекен çул таран юсамалли ĕçсен хакĕ _ 246,1 пин тенкĕ, тăршшĕ _ 90 метр.
"Пăчăрлă Пашьел _ Вырăс Чукал" автоçул çинчи Совет урамĕнчен пуçласа Кивĕ Чукалти 102 номерлĕ çурт таран юсанакан çул хакĕ _ 108 метр _ 299,5 пин тенкĕпе танлашĕ.
"Шăмăршă _ Анат Чаткас _ Хайпăла паççулкки" автоçул. Палтиел ялĕнчи Октябрь урамĕнчи 1-мĕш номерлĕ çурт тĕлне çитиччен 140 метр çула юсамалла. Хакĕ _ 453,2 пин тенкĕ.
Тури Чаткас ялĕнчи Победа урамĕнче 18 метр çул çинче ĕçсем пурнăçламалла, ун валли 37,3 пин тенкĕ кайĕ.
Вырăс Чукалĕнче Ленин урамĕпе хĕресленекен вырăнтан пуçласа Октябрь урамĕнчи 1-мĕш номерлĕ çурт тĕлне çитиччен 47 метр çула йĕркене кĕртмелле, хакĕ 129,6 пин тенкĕ пулмалла.
Шăмăршăри Ленин урамĕнчен 28-мĕш номерлĕ çуртран пуçласа Победа урампа хĕресленекен вырăна çитичченхи юсамалли çул тăршшĕ _ 134 метр, хакĕ 459,6 пин тенкĕпе танлашĕ.
Ял тăрăхĕсем пуçару бюджечĕпе тĕрлĕ ĕç тума тăрăшни çинчен пĕлетпĕр. Ку енĕпе вĕсем çулсем çинче çапларах ĕçсем пурнăçлĕç, хатĕр проектсене аукциона тăратнă, хăшĕсен ĕç пурнăçлаканĕсем те паллă.
Асанкасси ялĕн масарĕ патне илсе пыракан çула йĕркене кĕртме 1491,5 пин тенкĕ пăхса хунă.
Ярăслав ялĕнчи Ленин урамĕнчи çула юсама 1997,6 пин тенкĕ хывнă.
Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи Чапаевпа Лесная урамсене çыхăнтаракан тăкăрлăкри çул çинчи ĕç хакĕ _ 628,3 пин тенкĕ, пурнăçлаканĕ _ Шăмăршăри сахал яваплă "Строитель плюс" пĕрлешỹ.
Шамкайри çула якатса тикĕслеме 299,7 пин тенкĕ уйăрнă.
Тури Чаткасри Полевая урамра 1216,5 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тумалла.
Энтĕрьел ялĕнчи Николаев урамĕнче _ 472,2 пин, Шоссейная урамра _ 1020,8 пин, Сад урамĕнче 284,3 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçламалла. Кунти ĕçсемшĕн яваплисем _ Шăмăршăри А.П.Егоров уйрăм предприниматель тата "Строитель плюс" ООО.
Шăмăршăри çак урамсенчи çулсене йĕркене кĕртме: Агрохимиксен урамĕ _ 766,3 пин тенкĕ, Афанасьев урамĕ _ 744,7 пин тенкĕ, Максимов урамĕ _ 752,3 пин тенкĕ кайнине палăртнă, пурнăçлаканĕ _ "Строитель плюс" ООО.
Паллах, районти çулсене яланах юсаса тăрĕç, хĕрринчи курăксене вăхăтра çулĕç. Яка та тикĕс çулсемпе машинăсем хăйсене ирĕк çул пама хыттăн кăшкăртса вĕçтерĕç.
А.МИХАЙЛОВ