Пур ĕç те - çынсем валли
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Çу кунĕсем пуçлансанах районти общество вырăнĕсене çĕнетес, юсаса илемлетес ĕçсем пуçланчĕç. Урамсене, кил-çурт таврашĕсене çỹп-çапран тасатаççĕ, çỹллĕ курăка çулаççĕ. Паллах, пахчасем те чечекленсе илемленсе пыраççĕ, кун пирки те çынсем манмаççĕ.
Районта кану вырăнĕсемпе парксем тăвасси, пуррисене хăтлăхра тытасси тĕп вырăнта тăрать. Вĕсем пурри çынсене вĕсенче канма, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçса ларма май парать.
Шăмăршăри Культура Керменĕ умĕнчи кăçалхи февралĕн 23-мĕшĕнче уçăлнă Василий Николаевич Никифоров ячĕллĕ парка хăтлăха кĕртессишĕн çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Юлашки вăхăтра кунта хĕç-пăшаллă çарсен тĕсĕсене тĕпе хурса панно йĕркеленĕ. Халь çăмăллăнах Раççейри çар тĕсĕсем пирки пĕлме, паллашма пулать. Ку ĕçе Василий Никифоров генерал-майорăн тăванĕсен, вăл вĕрентнĕ çар çыннисен тата вырăнти район бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçланă.
Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илес енĕпе те районта сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çак тĕлĕшпе вăрçăра пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене юсассипе çыхăннă ĕçсем пурнăçларĕç. Акă Чукал ял тăрăхĕнчи Вырăс Чукалĕнчи палăка тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çакнашкал ĕçсем нумай чухне вырăнти пуçарулăхпа пурнăçланаççĕ. Çак ĕçĕн смета хакĕ 285853,50 тенке ларнă, çав шутра 228600 тенкине республика бюджетĕнчен куçарнă, 35453,50 тенкине _ ял тăрăхĕн бюджетĕнчен, ыттине вара (21800 тенкĕ) ялти çынсем пуçтарнă. Иртнĕ çулсенче пуçару бюджечĕпе ку тăрăха кĕрекен Улмаллă ялĕнчи палăка юсанă.
Ача-пăча площадкисене тăвасси, вĕсенче шăпăрлансем валли вылямалли-ярăнмалли оборудовани вырнаçтарасси те малалла пырать. Шăмăршă ял тăрăхĕ хăйсен бюджет укçи-тенкипе кăçал ача-пăча площадкине вырнаçтарма тата 3 комплект туяннă. Вĕсене Юбилей, Космовский тата Ленин урамĕсене вырнаçтарнă.
Палтиел ял тăрăхĕнче те хĕрỹ ĕçсем пыраççĕ. Патирек ялĕнчи тутар масарĕн картине çĕнĕрен тытса çаврăнаççĕ, унăн таврашĕн- че тирпей-илем кĕртеççĕ. Хальхи вăхăтра кунта хĕрсе кайсах çĕнĕ карта тытаççĕ. Ĕçе пуçлама пуçару бюджечĕпе 1996719,22 тенкĕ хывнă.
Пуянкасси ял тăрăхне кĕрекен Кахăрлă Шăхаль ялĕн масарĕ çинче те юсав ĕçĕсем тытăннă. Хĕрсе кайсах хурал пỹртне çĕнетеççĕ. Каярах вара картана та çĕнетсе çаврăнĕç. Ĕçе пурнăçлама пуçару бюджечĕ пулăшать. Асăннă ĕç проектăн хакĕ 495931,92 тенкĕ, çав шутра республика бюджетĕнчен _ 396700 тенкĕ, вырăнти бюджетран _ 74431,92 тенкĕ, халăхран пухнă укçа _ 24800 тенкĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла, масара тирпейлесе хăтлăха кĕртме ялта пурăнакансем килĕрен 1000 тенкĕ пухнă.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçару бюджетне кайнă укçаран юлни масар çинчи хурал пỹртне юсама, унăн çивиттине улăштарма кайнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем тавралăхра тирпей-илем тытса тăрасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
А.МАКСИМОВ.