Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ
Килес ăрусене тăнăçлă пурнăç парнелес тесе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă фронтовиксем хушшинче Георгий Иванович Кузьмин та тивĕçлĕ тỹпе хывнă.
Вăл Палтиел ялĕнче 1921 çулхи апрель уйăхĕнче вырăнти ял Совет председателĕн çемйинче кун çути курнă, вăрçăн малтанхи хаяр кунĕсенчех хĕрỹ çапăçусене хутшăннă. Салтака кайиччен Патăрьелĕнчи ветеринари шкулне пĕтернĕ çамрăка 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Георгий çар службине НКВД çарĕсен 5-мĕш уйрăм батальонĕнче пуçланă. Салтак пурнăçне хăнăхса çитнĕ-çитмен çамрăкăн вăрçă вутне кĕме тивнĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ.
1942 çулхи ноябрьччен Г.Кузьмин рядовой Украина фронтĕнче хăй хăюллă та паттăр разведчик-стрелок пулнине темиçе хутчен те кăтартса панă. Хĕвел анăçри 102-мĕш стрелковăй дивизири Палтиел каччи ертсе пыракан отделени 1942 çул вĕçĕпе 1943 çулхи ноябрь уйăхĕсенче тăшмана пысăк сиен кỹнĕ, техникипе салтакĕсене чылай тĕп тунă. Шăпах çакăншăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăланă. Çапах та пĕр вăрттăн çар операцийĕнче пирĕн ентеше тăшман пульли хытах амантнă. Йывăр суранланнă салтак эвакогоспитальте сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă, вăрçă вутне кĕнĕ. Ку хутĕнче вăл 108-мĕш стрелковăй дивизири отделени командирĕ пулса тăшмана хирĕç çапăçăва тухнă. Çĕнтерĕве Польша çĕрĕ çинче кĕтсе илнĕ.
Тăватă çула яхăн кĕтнĕ Çĕнтерĕве çывхартассинче Георгий Кузьмин фронтовик хăйĕн тỹпи те пысăк пулнăшăн чун-чĕререн хĕпĕртет тата мăнаçланать. 1946 çулхи май уйăхĕнче кăна вăл йывăр вăрçă çулĕсене вĕçлет.
Ултă çула тăсăлнă çар службинче тата вăрçăра кăтартнă паттăрлăхпа хăюлăхшăн Георгий Ивановича икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, 3 степень, Мухтав (1 тата 2 степень), "Тăван çĕршыв вăрçи" орденсемпе, çавăн пекех "Хастарлăхшăн", "Çапăçура палăрнăшăн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" медальсемпе тата "Отличный разведчик" паллăпа наградăланă. Кунта çакна та каласа хăвармалла пулĕ. Г.Кузьмин вăрçă çулĕсен ытларах пайне разведчик пулса ирттернĕ май, хăй çинчен вăрçă кунĕсем пирки питех калаçма юратман, тен, юраман та. Çавăнпа та вăл тунă паттăрла ĕçсене тĕплĕнрех çырса кăтартма пултараймарăмăр.
Вăрçăран таврăнсан паттăр салтак ялти чипер хĕрпе, учительте ĕçлекен Клавдия Фроловапа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вĕсем пурнăç сукмакĕпе утнă май 4 ывăлпа 1 хĕр çуратса ỹстернĕ. Георгий Иванович мĕн пенсие тухичченех участокри ветеринар, комплекслă бригадăн бригадирĕ, ферма ертỹçи пулса ĕçленĕ, вăрçă хыççăнхи хуçалăха ура çине тăратассишĕн тимленĕ, колхозри партбюро секретарĕн тивĕçне те чыслăн пурнăçласа пынă. Юлашки çулсенче "Мир" колхозра ветеринари фельдшерĕнче вăй хунă.
Ырă кăмăллă çемьене, вăрçă паттăрне, хастар общественника тата шỹт ăстине ял-йыш халĕ те ăшшăн аса илет.
Паттăр фронтовик 77 çул тултариччен, 1998 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче, пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă.
П.ФОМИН.