Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕвел хăпарать çỹлелле, хресчен васкать уй-хире

Хĕвел хăпарать çỹлелле, хресчен васкать уй-хире

Хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче пĕр канăç та çук. Çĕр ĕçченĕ çакна питĕ лайăх ăнланать, кашни самантпа туллин усă курма тăрăшать. Паянхи ĕçе пĕр куна та хăварма юрамасть. Çанталăк та улшăнма пултарать, хĕвел пăхнă хыççăнах çумăр лỹшкеме тытăнать. Çавăнпа та А.П.Егоров хресчен (фермер) хуçалăхĕнче уяр кунсемпе туллин усă курса ĕçлеме тăрăшаççĕ.

_ Çурхи кун çулталăк тăрантарать, _ сăмахне пуçларĕ Александр Петрович. _ Вăхăтра акса хăварасси пирĕншĕн халĕ тĕп тĕллев. Трактор-машина, ял хуçалăх техники юсавлă, вĕсене опытлă механизаторсем çỹретеççĕ. Акăнакан çĕрсен лаптăкĕ те пĕчĕкех мар. Пĕтĕмĕшле илсен 800 гектар ытла çĕрпе усă куратпăр. Кĕрхи тулă та аван хĕл каçнă, çакă та савăнтарать. Вăл 100 гектар çинче парка ỹсет.

Уйра вăр та вар техника çаврăнать. Ĕç шавĕ чуна савăнтарать. Кăмăллă механизаторсемпе сеяльщиксен сăнĕнче савăк кулă курăнать. Паллах, çакна сăнанă май Александр Егоров та хăйĕн ĕçченĕсене ырламасăр тăмасть. Вĕсемпе вăл пĕр чĕлхе тупнă, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ.

Александр Петрович каланă тăрăх, кунта 185 гектар урпа, 250 гектар тулă, 70 гектар сĕлĕ, 50 гектар пăрçа акса хăвармалла. Хресчен хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх усранăран вĕсем валли те апат кирлĕ. Ку енĕпе 90 гектар куккурус акмалла. Нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне те ỹстересшĕн, малараххи 108 гектар çумне тата 30 гектар хушăнмалла.

Хуçалăхра халĕ 139 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 52-шĕ _ сăвăнакан ĕнесем. Сăвăм та пĕчĕк мар, талăкра пĕр ĕне пуçне 16-17 литр сăваççĕ. Кĕçех выльăхсене симĕс курăк çине кăлармалла. Ĕне-пăру ăратне çĕнетес тĕлĕшпе 23 пуç пушмак пăру туяннă. Витесене юсассине те манăçа хăварман.

_ Техника паркĕ те çĕнелет, _ малалла сăмахне тăсрĕ Александр Петрович. _ Май тупса трактор, сеялкăсем туянтăмăр. Малалла аталанас тесен пур енлĕн ĕçлеме тивет. Пирĕн ĕçре кам та пулсан килсе туса парасса шанса ларни вырăнсăр, хамăрăнах çаврăнăçуллăрах пулма пĕлмелле.

Çур акине вăхăтра вĕçлеме çанталăкĕ кăна патăр. Кайран, пĕр кана, уй-хир симĕслениччен, сывлăш çавăрса илме те пулĕ. Анчах та хуçалăхра ĕç шавĕ лăпланнине çакă пĕрре те пĕлтермест.

А.МИХАЙЛОВ.



08 мая 2020
10:21
Поделиться