Çамрăксем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем
Апрельте харăсах икĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ çĕнелчĕ. Малашне Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне _ Евгений Укин, Пуянкасси ял тăрăхне _ Сергей Кузнецов ертсе пырĕç.
Евгений Сергеевич УКИН 1987 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă. Чăваш. 2003 çулта Кивĕ Чукалти вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн 2004-07 çулсенче Ульяновскри училищĕре ăс пухнă, професси алла илнĕ. 2007-09 çулсенче сахал яваплă "Владимир" пĕрлешỹре водитель пулса вăй хунă. 2009-13 çулсенче _ Пăчăрлă Пашьелĕн- чи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта физкультура вĕрентекенĕ. 2014-19 çулсенче "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренерта ĕçленĕ. 2019 çулта каллех Пăчăрлă Пашьелĕнчи шкула таврăннă. 2016 çулта аслă пĕлỹ илнĕ.
Авланнă, мăшăрĕпе 3 ача пăхса çитĕнтереççĕ. 2020 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Евгений Укина Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ.
Сергей Валерьевич КУЗНЕЦОВ 1993 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Кахăрлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Чăваш. 1999-2008 çулсенче Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Малалла Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче ăс пухса "Техник" специальноçне алла илнĕ. Раççей çарĕнче службăра тăнă. 2014 çултан пуçласа Мускавра строительство енĕпе ĕçленĕ.
Авланман.
2020 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Сергей Кузнецова Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне суйласа лартнă.