Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурт çĕнелет, чун хĕпĕртет

Çурт çĕнелет, чун хĕпĕртет

"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Çанталăк ăшăтсанах районта юсав ĕçĕсене пуçăнчĕç. Паллах, ĕçсене кал-кал пурнăçлама май килмест. Тĕнчипех сарăлнă коронавирус инфекцийĕ ĕçсене çăмăллăнах пурнăçлама чăрмантарать. Анчах та пуçланă ĕçсене вĕçне çитермеллех. Пысăк ушкăнпа пухăнса ĕçлеме юраманран, бригадăсене пĕчĕклетме тивет. Апла пулсан та, пĕчĕккĕн ĕçе пурнăçласа вĕçне çитерме ăнтăлаççĕ.

Шăмăршăра нумай хваттерлĕ çуртсен çивиттийĕсене çĕнетессине тĕпе хунă. Кивелнĕ шифера сирсе профнастилпа улăштараççĕ. Çĕнетнĕ тăрăллă çуртсем вара унта пурăнакансен кăмăлне çĕклеççĕ, чун-чĕрине савăнтараççĕ.

Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ 11-мĕш çуртăн çивиттине профнастилпа витесси малаллах пырать. Çак ĕçе пурнăçлама 3089127,96 тенкĕ уйăрнă, пурнăçлаканĕ _ сахал яваплă "Стройэнергосервис" пĕрлешỹ.

Ку ĕçе пурнăçланипе нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттересси вĕçленмест. Хăш-пĕр çуртсен подъезчĕсене те çĕнĕ сăн кĕртме пăхса хунă. Çавăн пекех çуртсен картишĕсене те тасалăхра тытассине тĕпе хураççĕ. Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Удин пĕлтернĕ тăрăх, нумай хваттерлĕ çурт картишĕсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшĕпе проект хатĕрлесе конкурса та тăратнă. Апла пулсан шăмăршăсене татах та çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ.

М.АЛЕКСАНДРОВ.



15 апреля 2020
09:38
Поделиться