Пĕр шухăшлă пулсан ĕç пурнăçланатех
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Ял илемĕ, унăн хăтлăхĕ хамăртан килет. Хамăр тăрăшмасан пире никам та нимĕн те туса памасть. Çавăнпа та тăван тăрăхри пурнăç, хăтлăх пурне те тивĕçтертĕр тесен район ертỹлĕхĕпе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе пĕрле кар тăрса тăрăшмалла. Пĕр çыхăнура пулмасан нимĕнле çитĕнỹпе ỹсĕм çинчен те калаçмалли çук.
Ял тăрăхĕсенче пĕр-пĕр ĕç пуçариччен малтан пуçару бюджечĕпе проект хатĕрлесе конкурса тăратмалла. Палăртнă ĕçе пурнăçланă чухне укçа-тенкĕ тĕрлĕ бюджетран куçать. Çав вăхăтрах ялта пурăнакан халăхран туса ирттерме палăртнă ĕç калăпăшĕн сумминчен 5 процентран сахал мар пуçтармалла, 15 проценчĕ _ вырăнти бюджетран, ытти вара республика бюджетĕнчен куçать. Ялта пурăнакан çынна ăнланмалларах пултăр тесе пĕр тĕслĕх илсе кăтартасшăн.
Калăпăр, пĕр ял тăрăхĕ ялта 1560 пин тенкĕлĕх масар çинче ĕç тума палăртнă. Çак суммăран 15 процентне вырăнти бюджетран уйăраççĕ, 5 процентне халăхран пухмалла. Ыттине вара республика бюджечĕ куçарать. Тỹрех палăртса хăвармалла, халăхран кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ пуçтарса çитереймесен тăратнă проект конкурс витĕр тухаймасть. Çавăнпа та кунта çынсен пуçаруллăрах пулмалла. Проект конкурс витĕр тухсан, ял тăрăхĕ çак ĕçе пурнăçлакана тупас тĕлĕшпе аукцион пуласси çинчен пĕлтерет, çĕнтерỹçе палăртать. Вара тинех масар çинчи ĕçсене пурнăçлама тытăнаççĕ. Тепĕр самант çинче те чарăнса тăмалла, палăртнă ĕçе пурнăçланă хыççăн халăхран пухнă укçа-тенкĕрен юлнă суммăна тепĕр ĕç пурнăçланă çĕре куçараççĕ. Республика бюджетĕнчен куçарнă укçа каялла каять.
Районта кăçал пурĕ пуçару бюджечĕпе курăмлă 20 ĕç пурнăçлама палăртнă. Вĕсем пурте ялта пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе пурнăçланаççĕ. Район администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Андрей Кокуркин пĕлтернĕ тăрăх, вĕсенчен 10 проекчĕ конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухнă та ĕнтĕ. Ыттисем те хĕрринче выртса юлмĕç.
Ял тăрăхĕсенче мĕн туса ирттерме палăртни веçех кăçал ĕçе кĕмелле. Çавăнпа та çынсен кирлĕ маршăнах пăшăрханмалли çук. Ял тăрăхĕсенче кăçал мĕн тума шутлаççĕ-ха? Ăнланмалларах пултăр тесе кашни ял тăрăхĕ пуçару бюджечĕпе туса ирттерме палăртнă ĕçĕсене тишкерсе тухар. Малтан паян-ыран ĕç пуçлама юрăхлă проектсем çинче чарăнăпăр. Пуянкасси ял тăрăхĕнче Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи масарăн картине çĕнетĕç тата ытти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлĕç, çакăн валли 495931,92 тенкĕ кирлĕ. Хайпăла ялĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли кỹлĕ вырăнĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттерме 372360,94 тенкĕ кайĕ. Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче масара юсаса çĕнетме тивĕ, унăн проект хакĕ _ 983299 тенкĕ. Палтиел ял тăрăхĕнче пĕрремĕш тапхăрпах виçĕ проект та конкурс витĕр тухнă. Кунта Палтиелĕнчи чăваш тата Патирекри чăваш тата тутар масарĕсене йĕркене кĕртмелле, вĕсен хакĕсем _ 1114440,48 тата 1996719,22 тенкĕ-шер. Çавăн пекех çак ял тăрăхĕнче 1033540,78 тенкĕлĕх шкул таврашне йĕркене кĕртме тивет. Анат Чаткас ял тăрăхĕнче те мĕн тунипе кăна лăпланмаççĕ, вĕсем Тури Чаткас ялĕнчи масар çинчи хурал пỹртне çĕклеме тăратнă проекта та ырланă, ун валли 297828,17 тенкĕ тăкаклĕç. Чукал ял тăрăхĕ те аяккинче тăрса юлман, вĕсем тăратнă 3 проекта та ĕçе кĕртме ирĕк панă. Кунта Вырăс Чукалĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене асăнса лартнă палăка юсама _ 285853,50 тенкĕ, Çĕнĕ Чукал ялĕн масарĕ патне илсе пыракан çула тикĕслесе йĕркене кĕртме _ 552694,58 тенкĕ, Никишино ялĕн масарне тирпейлесе тасатма 334940,72 тенкĕ уйăрнă.
Паллах, ял тăрăхĕсенче пурнăçламалли тепĕр 10 проекта та асăнса хăварар. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕ Асанкасси масарĕ патне илсе пыракан çула хăтлăха кĕртме 1491529,70 тенкĕ пăхса хунă. Васан ял тăрăхне кĕрекен Ярăслав ялĕнчи Ленин урамĕнчи çул-йĕре юсама 1997569 тенкĕ кирлĕ пулĕ. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн 2 проект: пĕрремĕшĕ _ "Василек" ача сачĕн картине тытса çавăрмашкăн 404879,62 тенкĕ, Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи Чапаев урамĕнчен Лесная урама илсе пыракан тăкăрлăк çулне тирпейлеме 628304,58 тенкĕ пăхса хăварнă. Пуянкасси ял тăрăхĕн черетлĕ проекчĕ ялти стадиона тирпейлесе хăтлăх кĕртессипе çыхăннă, кун валли вĕсене 743450,60 тенкĕ кирлĕ пулĕ. Кивĕ Чукал ял тăрăхне кĕрекен Шамкай ялĕ те манăçа тухмасть. "Ватăлнă" ялти çул-йĕре якатма-тикĕслеме 299723 тенкĕ тăкаклĕç. Анат Чаткас ял тăрăхĕ те çулсем юсавлăхра пулччăр тесе сахал мар тăрăшать, вĕсем хатĕрленĕ тепĕр проект шăпах Тури Чаткас ялĕнчи Полевая урампа çыхăннă, 1216509,61 тенке ларнă. Чи пысăк Шăмăршă ял тăрăхĕнче те тумалли ĕçсем сахал мар. Кăçал Энтĕрьел ялĕнчи Сад, Шоссейная, Николаев урамĕсенчи çулсем тимлĕхре пулĕç. ун валли 1785386,87 тенкĕ расхутланĕ. Тепĕр проект Шăмăршăри Агрохимиксен, Афанасьев, В.И.Максимов урамĕ-сене пырса тивет. Асăннă урамсенче çул-йĕре хăтлăх кĕртсе якатса тикĕслĕç, унăн хакĕ _ 2290113,43 тенкĕ. Виççĕмĕш проектпа килĕшỹллĕн вара Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 3-мĕш, 36-мĕш, 37-мĕш, 29-мĕш, Ленин урамĕнчи 44-1-мĕш çуртсен территорийĕсене хăтлăха кĕртмелле. Çак ĕçсене пурнăçлама 2324608,94 тенкĕ тăкакланĕ.
Çак проектсемсĕр пуçне Шăмăршăри масара тирпейлесе йĕркене кĕртмелли пирки те шутлаççĕ. Çакна та ырласа кăна йышăнмалла. Масар _ чи сăваплă та таса вырăн. Çавăнпа та ăна яланах тасалăхра та тирпейлĕхре тытмалла. Масара юсама, тирпейлеме укçа-тенкĕ пуçтарнă чухне çынсем турткалашса тăни ытла та киревсĕр курăнать. Шăмăршă масарне йĕркене кĕртме 1788323,62 тенкĕ кирлĕ пулĕ. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче вара пушар хуралĕн машини валли ăшă гараж тăвассипе тимлесшĕн. Çак ĕçе пурнăçласси вĕсемшĕн 1506680 тенке ларĕ.
Юлашкинчен çакна каласа хăварар. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пĕччен кăна нимĕн те тăваймасть. Çавăнпа та ялта пурнăçлакан кашни ĕç çумне хастарсен хутшăнмалла. Ютра пурăнакансен те хăйсен çуралнă кĕтесĕ çинчен манса каймалла мар. Тăван киле килсе унти çỹп-çапа пуçтарса, тасатсах тăмалла, масар çине те çитме тăрăшмалла.
А.МИХАЙЛОВ.