Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕлỹ илме - дистанци мелĕпе

Пĕлỹ илме - дистанци мелĕпе

ШКУЛ ачисен çуркуннехи каникулĕ вĕçленчĕ. Анчах та коронавирус чирĕ сарăласран сыхланса килтен тухса çỹреме хушмаççĕ. Çак лару-тăрура пире Интернет пулăшать. Çак эрнере, апрелĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа, шкул ачисемпе студентсем вĕренĕве килте ларсах малалла тăсаççĕ. Учительсемпе преподавательсем те шкула каймасăрах вĕренĕве йĕркелесе пыраççĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн ертỹçин çумĕ Елена Вадимовна КУДРЯШОВА каласа кăтартрĕ.

_ Елена Вадимовна, чăн малтан Интернет хăвачĕ пирки пĕлес килет. Районти кашни ялах çитсе тăрать-и вăл?

_ Тĕпрен илсен, пур çĕрте те усă кураççĕ унпа. Районта ку тĕлĕшпе Чукал тăрăхĕ кăна проблемăллă шутланать. Унта вĕренекенсем те сахалăн пулнине шута илсе (Чукалти пуçламăш шкулта пурĕ те 9 ача çеç), учительсем кашни ача валли заданисем хатĕрлесе вĕсем пурăнакан çурт умĕнчи почта ещĕкне хурса тăраççĕ. Ытти шкулсенче вĕренекенсем вара дистанци мелĕпе Интернет ресурсĕсемпе анлă усă курса пĕлỹ илеççĕ.

_ Шкул ачисемпе хăш предметсемпе видео-уроксем ирттереççĕ?

_ Вĕренỹ расписанийĕпе килĕшỹллĕн, ачасем пур предметпа та пĕлỹ илеççĕ, çав шутра искусство енĕпе те.

_ Пурте пĕлетпĕр, кашни вĕренекенĕн ăс-тăн аталанăвĕ тĕрлĕ шайра. Ăнланман самантсене шкулти пек алă çĕклесе ыйтма çук ĕнтĕ...

_ Кун пек чухне те çухалса каймалла мар, учительтен консультаци илме май пур. Вĕрентекенпе телефон урлă та çыхăнма пулать.

_ Кĕçĕн çулхи ачасемшĕн йывăрлăх кăларса тăратмĕ-и дистанци мелĕ? Электрон ресурсĕсемпе пурте çăмăллăнах усă курма пĕлеççĕ-и? _

Паллах, кĕçĕн çултисене ашшĕ-амăшĕ, аслисем пулăшма пултараççĕ. Район сайчĕ çинче РЭШ ("Российская электронная школа") информаци тата вĕренỹ порталĕпе епле ĕçлемелли çинчен тĕплĕ ăнлантарса панă инструкци пичетленĕ. Унпа паллашнă хыççăн пур ыйту та уçăмланĕ.

_ Хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе вĕренмелли майсем сахал мар: Интернетпа çыхăнтарнă компьютер, ноутбук, смартфон... Кашни шкул ачинех пур-ши çакнашкал услови? _

Эпир çакна та шута илнĕ. Енчен те асăннă хатĕр пулмасан, ачана май килнĕ таран вăхăтлăха шкулти компьютерпа тивĕçтереççĕ. Енчен те çемьере темиçе шкул ачи пулсан, компьютер _ пĕрре, вĕсем пĕр вăхăтрах заданисем пурнăçлайманнине те ăнланаççĕ. Вĕсем учительпе кун вĕçлениччен тĕрлĕ вăхăтра çыхăнаççĕ.

_ Тата мĕнпе уйрăлса тăраççĕ шкулти уроксем дистанци урокĕсенчен?

Вăхăтпа. Дистанци урокĕсем 30 минут хушши пыраççĕ, кашни урок хыççăн 10 минут _ тăхтав. Уроксенчен пушă вăхăтра тĕрлĕрен конкурссемпе презентацисене хутшăнасси те унчченхи пекех пулса пырать: ачасем хайлавсем çырччăр, ỹкерчĕксем туччăр, творчество проекчĕсенче активлă пулччăр.

_ Хăçанччен пырать çакнашкал вĕренỹ?

_ Регионта коронавируспа лару-тăру лайăхлансан республика Пуçлăхĕ ятарлă хушу кăлариччен. Ун хыççăн шкул ачисем каллех пĕлỹ илме шкула чупĕç, парта хушшине ларĕç. Хальлĕхе шкул пĕлỹшĕн кăна яваплă, ашшĕ-амăшĕн вара ачан вĕренĕвĕпе кашни кунах интересленсе тăмалла. Чи хакли, яланхи пекех, ачан сывлăхĕ, ăна упрассишĕн ашшĕ-амăшĕн ырми-канми тăрăшмалла. Чир-чĕр пиртен аякра тăтăр!

Калаçăва Г.ИВАНОВА йĕркеленĕ.


ПĔЛСЕ ТĂМА

Учительсемпе ашшĕ-амăшĕ дистанци мелĕпе йĕркеленĕ вĕренỹ пирки сиксе тухакан ыйтусем пирки çак телефонпа çыхăнма пултараççĕ: 8(8352)58-37-89.



15 апреля 2020
09:46
Поделиться