Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕччен пурăнакан ватăсене _ тимлĕх

Пĕччен пурăнакан ватăсене _ тимлĕх

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


КОРОНАВИРУС чирĕ сарăлнă тапхăрта ватă çынсем те килте изоляцире лараççĕ. 60 çултан иртнисен шучĕ Чăваш Енре 200 пин çынпа танлашать (пирĕн районта _ 550). Ватăсем апат-çимĕç, эмелсем туянма Шăмăршăри социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр (ЦСОН) пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Çак тĕллевпе районти хуть хăш ялтан та пĕччен пурăнакан аслă ăру çыннисем кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 17 сехетчен çак телефонсемпе пирĕн пата шăнкăравласа тухмалла: 8(83546) 2-36-68, 2-36-47. Ытти вăхăтра 8(8352)26-11-11 регион телефонĕ çине шăнкăравламалла, вĕсем вара тỹрех йышăнса юлнă ыйтусене пире пĕлтерĕç. Эпир сире пулăшма яланах хатĕр! Центрта ĕçлекен социаллă ĕçченсем шăнкăрав янă кашни çын патнех çитеççĕ, сире кирлĕ апат-çимĕç е эмел пирки хăвăртан тĕплĕнрех ыйтса пĕлсе ыйтăвăра тивĕçтереççĕ.

Тата ватăсене ултавçăсенчен хỹтĕлесе çакăн çинчен асăрхаттарасшăн: палламан çынсенчен "пулăшу" илме ан васкăр! Пандеми вăхăтĕнчи йывăр лару-тăрупа мошенниксем хăйне майлă усă курма, ватăсене улталаса хăварма пултараççĕ. Паллах, çак йыша ял тăрăхĕн специалисчĕсем кĕмеççĕ. Вĕсем пĕччен пурăнакан, халсăрланнă ватăсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăраççĕ. Шăмăршăри ЦСОН специалисчĕсем районти ялсене тухса çỹресе пăхса тăракан 79 ватă çын та яланхи пекех тимлĕхре пулĕç _ вĕсене килне пырса пулăшу парасси (надомное обслуживание) çирĕп йăлана кĕнĕ.

Тепĕр хут калатăп: эпир ватăсене асăннă шăнкăравсем урлă пулăшатпăр, вĕсен ыйтăвĕсене пурнăçлама яланах хатĕр тăратпăр. Шăнкăравлăр, ыйтăвăра пирĕн пата çитерĕр!

А.ВАЗАНОВ,

Шăмăршăри социаллă пулăшу паракан центр директорĕ.



15 апреля 2020
09:43
Поделиться