Ушкăнпа тунă ĕç _ курăмлă та ỹсĕмлĕ
Хамăр пурăнакан вырăна, ялсемпе урамсене, кил-çурт таврашĕсене тасалăхра тытасси кашнийĕн тивĕçĕ. Çавăнпа та тирпей-илем тăвас ĕçе пурин те хастар хутшăнмалла. Пĕр-пĕрин çине кăна шанса пурăннипе пурнăç малалла каймасть, хамăр пурăнакан тавралăх илемленмест. Хамăра обществăлла вырăнсенче тирпейлĕ тытма, теприн ĕçне хаклама та вĕренмелле.
Çавăнпах ĕнтĕ районта час-часах субботниксем ирттереççĕ. Халăх куллен пухăнакан, çынсем иртсе çỹрекен урамсемпе тăкăрлăксем яланах тасалăхра тăччăр тесе тăрăшаççĕ. Акă Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче контейнерсем вырнаçтарнă вырăнсен таврашĕсене тасатма тухнă. Ырă пуçарупа ял тăрăхĕн администрацийĕн, культурăпа библиотека ĕçченĕсем ĕçе пикеннĕ. Вĕсен çумне ялсенче пурăнакансем те хутшăннă. Уçă сывлăшра пурте килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса хастар ĕçленĕ.
Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче кунта кĕрекен ялсен Геннадий Измайловпа Николай Лаврентьев старостăсем тăрăшнипе масара çỹп-çаппа хыт-хураран тасатнă. Çак ĕçе вĕсем çуркунне те, кĕркунне те пурнăçлама халăхпа калаçса татăлнă. Пурте ăнланатпăр, хамăрăн çывăх тăвансем канлĕх тупнă вырăнта яланах тирпейлĕ пулмалла.
Шăматкун ял çыннисеммасар çине пухăннă. Кашнин валлиех ĕç тупăннă. Пысăк ушкăнпа ĕç кал-кал пынă. Пĕрисем киревсĕр ỹссе кайнă йывăç тураттисемпе тĕмсене каснă, йăваланса выртакан çỹп-çапран хăтăлнă. Ĕçлекенсенчен чи асли 81 çулти Виталий Столяров пулнă. Вăл та ыттисенчен юлмасăр тăрăшса вăй хунă. Субботника вара пурĕ 50 яхăн çын хутшăннă.
Карапайшăмăршăсем ялти палăк таврашĕсене те тасатса тирпейленĕ. Ку ĕçе пурнăçлама вара ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем тухнă.
А.МАКСИМОВ.