Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсене чысланă

Йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсене чысланă

ИРНĔ эрнекун Раççей Шалти ĕçсен министерствин Шăмăршă районĕнчи полици уйрăмĕнче Полици ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе чаплă мероприяти иртнĕ.

Ăна районти полици уйрăмĕн пуçлăхĕ Ролан Идрисов уçнă, ĕçри юлташĕсене тата тĕрлĕ вăхăтра йĕрке хуралĕнче вăй хунă ĕçтешĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх суннă, тав сăмахĕ каланă. Хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе те кĕскен паллаштарнă Ролан Фазуллович, хальхи вăхăтри пурнăç улшăнăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Паллах, полици ĕçĕнче чи малта _ çирĕп йĕрке, районта пурăнакан граждансен тăнăç пурнăçĕ. Çак тĕллеве мала хурса тăрăшаççĕ те полици сотрудникĕсем.

Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсене çавăн пекех Ветерансен канашĕн ертỹçи Егор Сетриванов та чĕререн саламланă, тивĕçлĕ канури ĕçтешĕсене Тав хучĕпе хавхалантарнă.

Вячеслав Дмитриев, район администрацийĕн йĕркелỹ ĕçĕн пай ертỹçи, хăйсен ĕçне чун-чĕререн парăннă полици ĕçченĕсене район администрацийĕн наградисемпе чысланă, Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăвакан яваплă ĕçре çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем суннă.

Палăртма кăмăллă, полици сотрудникĕсем право йĕркине пăсасран тухăçлă ĕçленĕрен Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, нумай çул хушши ĕнтĕ çирĕп те лăпкă лару-тăру сыхланса юлать. Çакă яланах çапла пултăр тесе малашне те тăрăшса ĕçлĕпĕр.

О.ДИМИТРИЕВА.



12 ноября 2019
13:05
Поделиться