Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул кашни кун кĕрлет

Шкул кашни кун кĕрлет

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкул кĕрхи каникул вăхăтĕнче те ачасемсĕр тăмасть _ иртнĕ шăматкун "Эколята" шкул çумĕнчи кану лагерĕ уçăлчĕ. 16 вĕренекен кашни кун çỹрет кунта, сывлăхне тĕреклетет, тавра курăмне анлăлатать, обществăшăн усăллă ĕçсем пурнăçлать. 5-6 классенче вĕренекен ачасем кану вăхăтне ытларах спортзалра выляса ирттереççĕ. Пĕр кун Шăмăршăри бассейнра ишсе савăнчĕç, тепĕр кун "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕсене сывлăхпа ăс-тăнне çирĕплетме 2 воспитатель пулăшать: Е.Петькова тата И.Яковлева. Педагогсем шкул ачисен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе питĕ тăрăшаççĕ. Шкулта ачасене кунне икĕ хутчен техĕмлĕ вĕри апатпа тивĕçтереççĕ.

Т.СТЕПАНОВА, "Эколята" лагерь ертỹçи.



01 ноября 2019
10:15
Поделиться