Кашни çыннах - медицина пулăшăвĕ
ЮЛАШКИ çулсенче республикăра халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Патшалăх шайĕнчи сывлăх сыхлавĕн наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи октябрь уйăхĕнче Чăваш Енри кашни районах мобиллĕ ФАПсем килсе çитрĕç. Шăмăршăра та нумаях пулмасть "Мобильный фельдшерско-акушерский пункт" тесе çырнă вĕр-çĕнĕ шурă ПАЗ автобус çỹреме пуçларĕ.
Медицина ĕçченĕсем _ Н.Елкина ФАП ертỹçи, Е.Кузьмина акушер-гинеколог тата черетлĕ врачсен бригади _ район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене тухса çỹреме тытăнчĕç. Кашни ватă районти тĕп больницăна кайма хал çитереймест-çке! Чи малтанхи рейс Баскак паççулккине пулнă. Ун хыççăн _ Максим Горький, Канаш, Хĕрлĕ Васан паççулккисем, Кивĕ Чукал ялĕ. Ватă çынсемшĕн çакă питех те меллĕ: автобусра ăшă, чĕрене тĕрĕслеттерме май пур (ЭКГ тăваççĕ), юн илсе сахăр, холестерин шайне виçеççĕ. Гинекологи кресли вара хĕрарăмсене тĕрлĕ чир-чĕртен асăрханма май парать.
Ĕнер черетлĕ рейд Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче иртнĕ. Е.Мандрюкова участок терапевчĕпе А.Филиппова медицина сестри аслă ăру çыннисене йышăннă, кашнинех тĕрлĕ сĕнỹсем панă. Унсăр пуçне, яланхи пекех, лаборатори специалисчĕ юн илнĕ, хĕрарăмсене акушер-гинеколог тĕрĕсленĕ.
Г.ИВАНОВА.