Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттур, юрă-ташă ăстисем!

Маттур, юрă-ташă ăстисем!

ЮНКУН Шупашкарти Трактор тăвакансен Культура керменĕнче "Çирĕп пирĕн çунатсем" республикăри аслă ăру çыннисен халăх пултарулăх фестиваль-конкурсĕн гала-концерчĕ иртнĕ.

Ăна Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине тата Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕ 25 çул тултарнине халалланă. Йĕркелекенсем: Чăваш Республикин Культурăпа Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствисем, республикăри вăрçă тата ĕç ветеранĕсен Канашĕ, "Раççей пенсионерĕсен союзĕ" пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕ, ЧР халăх пултарулăхĕн центрĕ.

Гала-концерта республикăри чи лайăх пултарулăх коллективĕ-сем: фольклор ушкăнĕсем, хореографи ансамблĕсем, хорсем _ пуçтарăннă. Вĕсем кашниех республика, регионсем хушшинчи смотр-конкурссенче, фестивальсенче палăрнă.

Шăмăршă районне çак конкурсра "Фольклор ансамблĕ" номинацире Кивĕ Шăмăршăри "Тевет" фольклор ансамблĕ хỹтĕленĕ (ертỹçи Ираида Ефимова), 1-мĕш степень лауреачĕ пулса тăнă.

Теветсене çитĕнỹпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас енĕпе пысăк ĕçсем туса пырса çитĕ- некен ăрăва вĕрентсе хăварма ăнăçу сунатпăр!

Т.ДАВЫДОВА.



22 октября 2019
10:48
Поделиться