Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чупу спорт тусĕсене пĕрлештерет

Чупу спорт тусĕсене пĕрлештерет

СĂНАНĂ тăрăх, кашни çулах Пĕтĕм Раççейри Наци чупăвĕ вăхăтĕнче уяр та хĕвеллĕ çанталăк тăрать. Кăçал та, сентябрĕн 21-мĕшĕнче, çумăрлă кунсем хыççăн кăн-кăвак тỹперен сар хĕвел савса пăхрĕ, спорт уявне илемлетрĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăрту район администрацийĕ умĕнчи лапамра иртрĕ. Спорт уявне ватти-вĕтти, ашшĕ-амăшĕпе вĕсен пепкисем, тĕрлĕ предприяти-организаци ĕçченĕсем, шкул ачисем - сывă пурнăç йĕркин хастарĕсем хутшăнчĕç. Вĕсене Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, спорт ветеранĕ Вячеслав Дмитриев ăшшăн саламларĕç, ăнăçлă стартсем сунчĕç.

- Çăмăл атлетика - чи ансат спорт тĕсĕ, ăна валли нимĕнле ятарлă оборудовани те, спорт хатĕрĕ те кирлĕ мар, хавхалану кăна пултăр, - малалла тăсрĕ сăмахне Владимир Васильевич. - Ачасене пĕчĕкрен физкультурăпа спорта явăçтарас тĕллевпе çулсерен спорт залĕсене юсатпăр, спорт площадкисемпе стадионсене çĕнететпĕр. Кăçал Кивĕ Чукалти тĕп шкулăн тата Культура керменĕн спорт залĕсене тĕпрен юсарăмăр, тепĕр çул - Шăмăршăри вăтам тата Анат Чаткасри тĕп шкулсенче çакнашкал ĕçсем туса ирттерĕпĕр.

Саламланă хыççăнах...

Малаллине "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра вулама пултаратăр.



26 сентября 2019
11:56
Поделиться