"Вăрманта, кăмпара, эпир кунта хăнара..."
ЭПИР "Шăмăршă вăрманĕ" наци паркĕ çулсеренех Кăмпа фестивалĕ ирттернине хăнăхнă ĕнтĕ. Кăçал та чаплă та асра юлмалла йĕркеленĕ çак хаваслă уява наци паркĕн ĕçченĕсем. Вырăнне кăна улăштарнă - вăрманта мар, Шăмăршă ялĕн Культура керменĕ умĕнчи лапамра кĕтсе илчĕç фестиваль хăнисене Упапа Мулкач, Вупăр карчăкпа ытти чĕрчунсем.
Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, вăрман çимĕçĕсемпе туллин усă курма сывлăх сунчĕ.
Культура керменĕ умĕнчи лапам чăннипех те кĕрхи вăрмана çаврăннă: çулçă евĕр сарă-хăмăр тĕслĕ тум тăхăннă ачасем, шурă-хĕрлĕ пăнчăллă шăна кăмписем... Хĕвел шевлиллĕ лапамра çут çанталăк парнисемпе йăтăнса тăракан сĕтелсем хăйсем патне илĕртеççĕ. Кăмпа ỹкерчĕкĕллĕ суту-илỹ палаткисем, хурăн вуллисенчен ăсталанă чуччу (качели), сарă çулçăсемпе витĕннĕ саксем - пĕтĕм тавралăх кĕрхи вăрмана аса илтерет. Кăмпи те сахал мар - маринадлани те, ăшалани те, тăварлани те. Уйрăмах Чукал, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕсенче кăмпана çỹреме юратаççĕ пулмалла - вĕсен сĕтелĕсем çинче тĕрлĕ кăмпа вырăн тупнă. Ăна хатĕрлеме рецептсем те параççĕ, мастер-класс та кăтартма пултараççĕ.
Уява илем кỹрекенсем вара - юрă-ташă ăстисем. Шăмăршăри "Ромашка", "Сказка", "Аленушка" ача садне çỹрекенсем те хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе куракансене хавас кăмăл-туйăм парнелерĕç. "Антонина" ансамблĕн кĕçĕн ушкăнĕ те "Грибочки" ташшине çĕкленỹллĕ, илемлĕ ташларĕ. "Звездочки" ача-пăча театрĕ те илемлĕх тĕнчине йыхравларĕ, кĕркунне асамлăхĕ çинчен сăвă хыççăн сăвă каларĕ. Çанталăкĕ те уяв вăхăтĕнче пирĕнпе пĕрле савăнчĕ, хура çумăр пĕлĕчĕсене сирсе хĕвеле çул пачĕ.
- Эпир уяр кун пуласса шансах килтĕмĕр, - тет Хусантан ятарласа çитнĕ Наталия Валеева, Тутарстанри "Симĕс планета" экологи юхăмĕн ертỹçи. - Шăмăршăра çут çанталăка юратаççĕ, унпа киленме пĕлеççĕ, чылайччен асра юлмалла мероприятисем ирттереççĕ. Çакна эпир кашни çулах куратпăр, çавăнпа чун туртать те Шăмăршă тăрăхне.
Кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчен те, яланхи пекех, культура ĕçченĕсем - "Ăраскал" ушкăн хавас юрăсем илсе килнĕ.
Шăмăршăри ача-пăча искусствисен шкулĕн преподавателĕсем, районти Культура çурчĕ çумĕнчи юрă-ташă ăстисем, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Чукал, Кивĕ Чукал, Васан, Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел, Анат Чаткас ял тăрăхĕсен артисчĕсем те хăйсен ăсталăхĕпе куракансене тыткăнларĕç.
Уяв программи вĕçленнĕ хыççăн Н.Игнатьева, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн директорĕн çумĕ, фестиваль номинацийĕсенче ("Чи хитре кăмпа уçланки", "Чи хитре кăмпа шĕлепки", "Чи лайăх кăмпа хичĕ" тата ытти те) палăрнă коллективсемпе уйрăм хастарсене Дипломпа, Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ, çут çанталăкпа çывăхарах туслашма, вăрмана кăмпана час-час çỹреме сывлăх сунчĕ.