«Шăмăршă хыпарне» юратнăран, эстафета иртрĕ кăмăлтан
ИРТНĔ эрнекун хаçатçăсемшĕн савăнăçлă уяв пулчĕ. Эпир Совет Союзĕн икĕ хутчен паттăрне Андриян Николаев космонавт летчика асăнса «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафетине ирттертĕмĕр. Спорт уявĕ яланах пурне те пĕрлештерсе пĕр тĕвве çыхать. Районти ял тăрăхĕсен, организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе кăмăлтан калаçаççĕ, шỹтлеççĕ, пĕр-пĕрне ăнăçусем, çĕнтерỹсем сунаççĕ.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçатпа туслă çынсем, пирĕн вулавçăсем Шăмăршăри «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕн çумĕнчи стадиона палăртнă вăхăта пухăнчĕç. Командăсем хăйсен спорт тумĕсене тăхăнни вĕсене уйăрма май пачĕ. Кăçалхи ăмăртăва хаçат редакцин ĕçченĕсем ятарласа хатĕрленĕ тумпа хăнасене кĕтсе илчĕç. Çакă пуриншĕн те çĕнĕлĕх те кĕтменлĕх пулчĕ. Тумсем çине «Шăмăршă хыпарĕ» тесе çырнине пурте лайăх курнăран, спортсменсен, тренерсен пире халăх хушшинче шыраса çỹремелле пулмарĕ. Ташă ушкăнне çỹрекен хĕрачасен флешмобĕ уява пуянлатрĕ, ăна Валентина Кузьмина хатĕрленĕ.
Çăмăл атлетика эстафетине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов уçрĕ. Спорта юратакансене саламласа Владимир Васильевич çапла каларĕ:
_ Районта спортпа физкультурăна аталантарассишĕн сахал мар ĕçсем тăватпăр. Сывлăхпа пурăнас текенсемшĕн спорт комплексĕн, 1 спортзалсен алăкĕсем яланах уçă. Стадионсем те тĕрлĕрен ăмăртусем, тренировкăсем ирттерме май параççĕ. Вĕсен тирпейĕпе юсавлăхне пăхсах тăратпăр. Кĕçех Шăмăршăри Культура çуртĕнчи спортзалти юсав ĕçĕсем вĕçленĕç. Çакна пурнăçлама 1 млн яхăн тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Унта малашне районти организацисемпе предприятисен, райадминистрацинчи уйрăмсен ĕçченĕсем йĕркеленĕ графика пăхăнса тренировкăсем ирттерме пултарĕç. Спорта юратакансемшĕн яланах çул уçă. Çавăнпа та пурте сывлăхлă пурăнар, тĕрлĕ ăмăртусенче пиçĕхсе çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тăвар.
Хаçатçăсемшĕн тепĕр савăнмалла хыпар та пулчĕ. Редакцин социаллă пурнăçăн редакторне Галина Иванована район администрацийĕн Хисеп грамотипе нагрдăларĕç. Ĕçтеше пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç. Çавăн пекех «Единая Россия» партин районти уйрăмĕ политикăпа общество ĕçне хастар хутшăннăшăн редакцие Тав çырăвĕ парса хисеп турĕ. Çак чыса «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ те тивĕçрĕ.
Хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен эстефетăна килнĕ хăнасене хаçатăн тĕп редакторĕ Наталья Ильина ăшшăн саламларĕ. Унăн шăнкăр-шăнкăр сасси стадионтан вĕçсе тухса вăрманах çитрĕ.
- Эпир сирĕнпе кăçал та тĕл пулма питĕ хавас, - пĕлтерчĕ Наталья Николаевна. - Çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсем пĕрле туслă пурăнсан пулса пыраççĕ. Çавăнпа та хаçат ĕçченĕсемпе вулакансем хушшинчи çыхăнăва татас марччĕ. Малашне те çирĕп туслăхра пурăнар.
Кашни çулах ăмăртусене хастар хутшăнакан командăсене, эстафетăна ирттерме пулăшакан учрежденисене, судьясене Н.Ильина Тав çырăвĕсемпе хавхалантарчĕ. Çак чыса район больницин команди, «Туслăх» физкультурăпа спорт комплексĕ, районти пĕрлештернĕ клубсен системи, район администрацийĕн спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Вячеслав Антонов тивĕçрĕç.
Сергей Измуков тĕп судья эстафета программипе паллаштарнă хыççăн старта пĕрремĕш ушкăна йыхравларĕ. Çемье командисем старт илчĕç. Эстафетăна пĕрремĕш Хафизовсен çемйи вĕçлерĕ. Финиша иккĕмĕшпе виççĕмĕш Яковлевсемпе Павловсем çитрĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсем пурте Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакансем пулчĕç.
Малалла районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен 4 вĕренекенрен тăракан командисем ăмăртрĕç. Кашни шкул ачи командине мала кăларассишĕн вăйне шеллемерĕ. Ăнăçу Шăмăршă шкулĕн хастарĕсенче пулчĕ Çак шкул тăратнă пилĕк командăран виççĕшĕ çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен командисем те маттур вĕренкенсенчен йĕркеленни тỹрех курăнчĕ. Вĕсенче тĕрлĕ ăмăртусенче палăрнă, çĕнтернĕ хастарсем сахалăн мар. Çавăнпа çак ушкăнри эстафета питĕ интереслĕ иртесси пĕрре те иккĕлентермерĕ. Финиша пĕрремĕш Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш команди çитрĕ, Шăмăршă шкулĕн иккĕмĕш команди - иккĕмĕш, Пăчăрлă Пашьел шкулĕн команди - виççĕмĕш.
Ял тăрăхĕсен командисене старта йыхравласан эстафетăра чупма тăватă команда кăна хатĕр пулни кăмăла хуçрĕ. Командăсем илсе килме пултарайман ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пичĕсем аванах хĕрелчĕç пулмалла. Çакнашкал çитменлĕхсене вĕсем шута илессе, малашне районта иртекен спорт ăмăртăвĕсемпе тупăшăвĕсене хастартарах хутшăнасса шанас килет. Кăçалхи эстафетăра куçса çỹрекен кубок Палтиел ял тăрăхĕн командине тивĕçрĕ, вĕсем - çĕнтерỹçĕсем. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн туслă команди иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Анат Чаткас ял тăрăхĕн команди - виççĕмĕш вырăнта.
Район администрацийĕнчи пайсенче вăй хуракансем хăйсен ĕçĕсенчен ниепле те пушанса тухайманран е ăмăртăва хутшăнма кăмăл туманран, район администрацийĕн пĕрлештернĕ команди районти организацисен, учрежденисен, предприятисен командисемпе пĕрле старта тăчĕ. Çак ушкăнри эстафетăра çĕнтерỹ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул ĕçченĕсенче пулчĕ. Вĕсем хыççăн район больницин командипе район администрацийĕн команди эстафета дистанцине вĕçлерĕç. Çакна та палăртса хăварас килет, командăсенче икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм пулмаллаччĕ, Шăмăршăри «Ромашка» ача сачĕн ĕçченĕсем ыттисемпе пĕр тан хĕрарăмсенчен çеç йĕркеленĕ командăпа эстафетăна хутшăнчĕç. Вĕсене эпир чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсенчен тĕслĕх илсе ыттисен те ăмăртăва хастартарах хутшăнма тăрăшмаллине аса илтересшĕн.
«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ эстефата вĕçленчĕ. Çĕнтерỹçĕ командăсене Дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларăмăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев çăмăл атлетика эстафетине хупнине пĕлтернĕ май ытти ăмăртусенче те лайăхпа кăна палăрма ырă сунчĕ. Çĕнтерỹçĕ командăсен район чысне Шупашкарта «Советская Чувашия» хаçатăн парнисемшĕн иртекен çăмăл атлетика эстафетине каймаллине палăртрĕ.
Шăматкун ирех çула кĕскетсе Шăмăршăран республикăн тĕп хулине вĕçтертĕмĕр. Паллах, автобусра «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат ирттернĕ эстафета патне таврăнса интереслĕ самантсене аса илтĕмĕр. Районти хаçат эстафети район администрацийĕн, ветерансен, Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул командисене Шупашкарти «Олимпийский» стадионта пысăк хавхаланупа старта тухма хавхалантарчĕ. Республикăри районсемпе хуласен командисем хушшинче районти ветерансен команди - тăваттăмĕш, Анат Чаткас шкулĕ пиллĕкмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Район администрацийĕн команди те эстафетăна лайăх вĕçлерĕ.
А.МИХАЙЛОВ.