Пурччĕ Шăмăршăра йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат
ИРТНĔ ĕмĕрĕн юлашки çурринче пирĕн районта КБО (йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат) тытăмĕ вăй илнĕччĕ. Шăмăршăра та «Росгосстрах» çуртне хирĕç икĕ хутлă КБО ĕçлетчĕ.Мĕнле кăна специалистсем çукчĕ унта: парикмахерсем, фотографсем, сехет юсакансем, çĕвĕçсем... Çĕвĕ цехĕ чи пысăккиччĕ - кĕпе çĕлекенсем кăна - çиччĕн, çиелти тум (верхняя одежда) хатĕрлекенсем - тăххăрăн, шăлавар (брюки) çĕлекенсем - пиллĕкĕн, уйрăм заказпа ĕçлекенсем - 8-ăн пулнă. Кĕпе-тумтир çĕлеме касакансем (закройщицăсем) - виççĕнччĕ. Эпĕ хам та нумай çул хушши çĕвĕ цехĕнче ĕçленĕ - технолог, каярах мастер тивĕçĕсене пурнăçланă. Унсăр пуçне районти пысăк ялсенче КБО филиалĕсем пулнă - кашнинче 3-4 ăстаçă. Вĕсемпе тăтăш ĕçлĕ çыхăну тытма водительсен штатне тытнă. Специалистсемсĕр пуçне кладовщиксем, тирпей-илем кỹрекен темиçе техничка, ăшă паракан кочегарсем тата ыттисем те... Самаях йышлăнччĕ эпир. Ĕç коллективĕн пухăвĕсем те активлă, интереслĕ иртетчĕç. Çак сăн ỹкерчĕк шăпах пуху хыççăнхи саманта сăнласа парать те. 1988 çул.
Г.КУЗЬМИНА, Шăмăршă ялĕ.