Туслăхпа тăванлăх уявĕ ял-йыша пĕрлештерет
ИЮНĔН 29-мĕшĕнче, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче, юрăпа спорт «Туслăхпа тăванлăх уявне» чаплăн паллă турĕç. Çак кунах пуçару бюджечĕпе тунă спорт стадионне те уçрĕç. Малашне çак илемлĕ вырăнта тĕрлĕрен спорт, юрăпа-ташă, ял уявĕсем ирттерме палăртаççĕ.
Сĕм авалах эс вырнаçнă
Мăнаçлă вăрман варрине.
Кил-çуртлă та, нỹхреплĕ-лаçлă,
Тĕреклĕ ларнă çĕр çине.
Вăрман кăкланă, пỹрт пуранă,
Ĕрчетнĕ çимĕç те хăмла.
Ятна яман, çĕртмен, упранă,
Мал ĕмĕтпе, ыр кăмăлпа.
Карапай Шăмăршă ялĕ 1763 çулта пуçланса кайнă теççĕ. Ял тăрăхне икĕ ял кĕрет: Карапай Шăмăршă тата Çĕнĕ Тăрăн. Туслăхпа тăванлăх уявне çĕнĕ стадионта уявларĕç. Стадионăн алăкне уçса кĕнĕ çĕрте хĕрлĕ хăю касаканнисем Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Яковлев тата чĕннĕ хăнасем пулчĕç. Вĕсене карапайсем чăвашăн ырă йăлипе - çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. «Антонина» ташă ушкăнĕ илемлĕ ташăпа саламларĕ. Малалла уяв программи сцена çинчи концертпа тăсăлчĕ. Кунта чи малтан Владимир Денисов сăмах илчĕ, ентешсене ял уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çакăн евĕрлĕ уявсем пĕр-пĕринпе татах та туслăрах пулма пулăшнине палăртрĕ. Владимир Васильевич ял çыннисене стадиона тума бюджетра мĕн чухлĕ укçа тăкакланнине ăнлантарса пачĕ. Ял çыннисене стадиона тунă çĕре пысăк тỹпе хывнăшăн тав турĕ. Район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе М.А.Кудряшова (стадион проектне тунă тĕп специалист), А.В.Гаврилована, Н.И.Поликарпова, В.Ф.Денисова, В.В.Медведевана, А.Г.Шомполова, А.В.Иванова, И.Г.Яковлевана, О.А.Хлюкина, М.Ф.Алексеева тата ыттисене те чысларĕ. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Яковлев та ял çыннисене ăшшăн саламларĕ, çак стадиона тунă çĕрте палăрнисене, пулăшнисене хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ: Г.Петькова, П.Петьков, А.Шомполова, Е.Яковлева, А.Савельева, З.Измайлова, Г.Тенишева, И.Яковлева, В.Медведева, Н.Лаврентьев тата ыттисем те. Спорт площадкине тунăçĕре нумайрах укçа хывакансене - В.Ф.Петрова, Н.И.Полякована, Н.И.Поликарпова, А.В.Алексеева - Тав çырăвĕсем пачĕ.
Уявра чи тирпейлĕ урамсемпе кил-çурт хуçисене те саламларĕç, Грамота парса хавхалантарчĕç. Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи чи тирпейлĕ урамсем: Çĕнĕ урам, Шкул тата Ленин урамĕсем. Чи тирпейлĕ кил-çурт хуçисем çаксем пулчĕç: Н.Савельев, И.Гаврилов тата А.Львов.
Уяв концерчĕн программине Карапай Шăмăршăри шкулта пуçламăш классене вĕрентекен В.Медведева интереслĕ те маттур ертсе пычĕ. Сцена çинче Шăмăршăри «Задоринка» ансамбль, Шăмăршăри «Антонинăпа» «Фламинго» ташă ушкăнĕсем, Н.Полякова, Н.Купташкина, И.Яковлева, В.Медведева, Н.Ильина юррисем шăранчĕç. Концерт ертỹçи çак ялта çуралса ỹснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан, ĕçлекен чаплă та паллă çынсене асăнса хăварса, вĕсене илемлĕ юрăсемпе саламларĕ.
Çак сцена çинче çавăн пекех Чăваш АССрĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕ Валентин Николаевич Кузнецов хăйĕн мăшăрĕпе тата хĕрĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç вĕсене куракансем.
Уявра ял урамĕсем хушшинче конкурс иртрĕ. Вĕсем хăйсен тутлă апат-çимĕçне илемлĕн сĕтел çине лартса хурса, кам çавăнтах хашлама пĕçерсе тупăшрĕç. Çак конкурсра чи маттуррисем Новая, Полевая, Советская, Московская, Ленин, Победа, Карл Маркс, Речная урамсем пулчĕç.
Иван Сабаев йĕркеленипе, тăрăшнипе уявра спорт вăййисем те тупăшуллă иртрĕç: шашка, арм-спорт, волейбол, футбол, кире пуканĕ çĕклесси, çĕкленесси, тата ыттисем те. Кунта ял çамрăкĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсене хаклă парнепе тата Тав хучĕпе чысларĕç.
Тĕрĕ-çĕвĕ ăстисем Е.Степановапа А.Гаврилова та хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Е.Петрова çамрăк ăстаçă тĕрлĕрен тортсем, пирожнăйсем пĕçерсе тухса уява килнисене хапăл турĕ, тутлă кучченеçпе сăйларĕ.
Уявра çавăн пекех ачасем валли те тĕрлĕрен вăйăсем иртрĕç. Ш у п а ш к а р т а н килнĕ И.Шинжаев, И . Х р и с т о ф о р о в , К.Столяров артистсем хăйсен илемлĕ юррисене шăрантарчĕç. Çамрăксене те, ял çыннисене те В.Шумилов илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе çĕрĕпех ташлаттарчĕ. Хаваслă иртрĕ ял уявĕ. Тепĕр çул татах та ытларах йышпа пухăнма, савăнма сăмах пачĕ ял-йыш уявра. Çапла пултăрччĕ!
А.САВЕЛЬЕВА.