Пулас салтаксем республика шайĕнче ăмăртнă
ИЮНĔН 19-22-мĕшĕсенче районти çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» çарпа патриот вăййисенче палăрнă хастарсем Çĕрпỹ районĕнчи «Звездный» лагере пуçтарăнчĕç. Кунта республика шайĕнчи 51-мĕш хут иртекен вăйăсенче 870 яшпа хĕр хутшăнчĕç, кросс чупас, шывра ишес, винтовкăран тĕл перес, автомат салатса пуçтарас, вăй-хал ăсталăхне тата çаврăнăçулăха кăтартас, çĕршыв историне пĕлес енĕпе тата ытти конкурсра ăмăртрĕç.
Пирĕн район чысне 3 команда хỹтĕлерĕ: Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсен «Зарница» ушкăнĕпе «Подвиг» çарпа патриот клубĕ тата Карапай Шăмăршăри вăтам шкул çамрăкĕсен «Орленок» ушкăнĕ.
Тăватă кун пынă хĕрỹ кĕрешỹре Карапай Шăмăршăра вĕренекенсенчен тăракан «Орленок» ушкăн республикăри 25 команда хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ (преподаватель-организаторĕ Ю.Ермолаев). Палăртма кăмăллă, çак шкулта пĕлỹ илекенсем республикăри çарпа спорт вăййисенче 2014 çултанпа малти вырăнсене кăна çĕнсе илеççĕ; 2016, 2017 çулсенче республика чысне Атăлçи регионĕнче хỹтĕлеме те тивĕçнĕччĕ. Кăçалхи «Орленок» çарпа спорт вăййинче пултаруллă çамрăк армеецсем 3 конкурсра («Вăй-хал гимнастики», «Марш-бросок», «Стройпа утасси») - чи пултаруллисем тата виçĕ конкурсра («Çарпа истори викторини», «Туристсен чăрмавĕсене парăнтарасси», «Хăрушлăхсăр пурăнмалли йĕрке») призер пулнă. Туслă командăри Татьяна Елисеева - «Вăй-хал гимнастики» конкурсра, Кирилл Степанов - тĕл перессипе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кунта «Орленок» командăри кашни маттур çамрăках мухтас килет. Акă вĕсем, вĕренỹре те, спортра та район чысне çĕклекен хастарсем: К.Степанов, Д.Денисов, Д.Филиппов, Е.Михайлов, А.Яковлев, Т.Елисеева, Л.Никитина, Н.Петькова.
Çамрăк армеецсене «Орленок» ушкăнра 2-мĕш вырăн йышăннă ятпа Кубокпа, Дипломпа, медальпе чысланă. Вĕсене çулсерен çакнашкал çитĕнỹсем тума хавха- лантарса тăракан педа- гогсене те - Юрий Федорович Ермолаева тата Татьяна Александровна Степанована - черетлĕ çитĕнỹпе ăшшăн саламлатпăр,малашне те тĕрлĕ ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр.
Г.КАЗЯНОВА.