Пирĕн пуласлăх - сирĕн алăра
ВĂТАМ шкултан вĕренсе тухакансен пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен хĕрỹ тапхăрĕ те хыçа юлчĕ. Кăçал районта 73 хĕрпе каччă вăтам шкул пĕтерчĕç, çак хисепрен вун иккĕшĕ (16 процент) аттестатпа пĕрле ылтăн медале тивĕçрĕç: Шăмăршăри вăтам шкулта - 8, Карапай Шăмăршăра - 3, Пăчăрлă Пашьелĕнче -1 медалист. Çапла вара пирĕн районта çичĕ каччăпа пилĕк хĕр вăтам шкул программине «хĕрлĕ» аттестатпа тата медальпе вĕçлерĕç. Танлаштарма: 2018 çулта 61 выпускникрен 17-шĕ медальпе пĕтернĕ (28 процент).
Виçĕмкун вăтам шкултан вĕренсе тухнисен ячĕпе ăсату каçĕ - выпускниксен балĕ - иртрĕ. Шăмăршăсем - шкул пĕтерекенсемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенĕсем - яланхи пекех Культура Керменне пуçтарăнчĕç, хаваслă лару-тăрура вăтам пĕлỹ илни çинчен çирĕплетекен документ илчĕç. Выпускниксене шкул пĕтернĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев, шкул директорĕ В.Хорькова, класс ертỹçи В.Бельцова, пĕрремĕш вĕрентекенĕ М.Чураева чун-чĕререн саламларĕç, ырă пуласлăх сунчĕç.
Шкул аттестатне илни пĕр савăнтаракан, пĕр куççульлентерекен самант. Хыçра - ачалăх, умра - пурнăçăн анлă çулĕ. Кашнийĕн ĕмĕт-шухăшĕ таса та çутă. Çамрăксем малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пĕчĕкрен йĕркелĕхе вĕрентни, учительсем тарăн пĕлỹ пани вĕсене пурнăçра тĕрек пулса тăрĕ.
Ырă çул сире, çунатлă çамрăксем!
Г.ИВАНОВА.