Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕрле тăрсан хапхана та вĕрсе уçма пулать

Пĕрле тăрсан хапхана та вĕрсе уçма пулать

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче кăларнă «Чăваш Республикинче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфраструктурине аталантарасси» Хушупа килĕшỹллĕн, районта виççĕмĕш çул ĕнтĕ тĕрлĕ проектсем пурнăçланаççĕ.

Пĕлтĕр, сăмахран, район территорийĕнче çакнашкал 10 проект ĕçе кĕнĕ, вăл пулăшнипе ял тăрăхĕсенче çул-йĕр юсанă, масар йĕри-таврашне тирпейленĕ, ача-пăча площадкисем вырнаçтарнă тата ытти те. Пуçару бюджечĕ вырăнти влаç органĕнче тăрăшакансене халăхпа çыхăну тытса ĕçлемелли çăлкуç пулса тăчĕ. Халăх вăйĕ - пысăк вăй. Çавăнпа та паян вырăнти администраципе общественноç, ял халăхĕ пĕр-пĕрне ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта ял администрацийĕн ĕçченĕсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, хавхалантарса тăраççĕ. 

Кăçал Шăмăршă районĕнче 17 проект ĕçе кĕртме палăртнă, вĕсенчен 13шĕ пурнăçланнă та ĕнтĕ: 

- Васан ялĕнчи Карл Маркс урамне вак чул сарнă (407,5 пин тенкĕ); 

- Ярăславри масар çуртне юсанă (91,7 пин тенкĕ); 

- Çĕнĕ Тăрăн ялĕнчи Чапаев урамĕнчи автомобиль çỹремелли çула юсанă (221,5 пин тенкĕ); 

- Хайпăла ялĕнчи Карл Маркс урамĕнчи çула вак чул сарнă (1465 пин тенкĕ); 

- Кивĕ Чукал ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă салтаксен палăкне тата ялти стадиона юсанă (572,9 пин тенкĕ); 

- Улмаллă ялĕнчи масар йĕри-таврашне çĕнĕ карта тытнă (240,1 пин тенкĕ);

- Анат Чаткас ялĕнчи масар çинчи хурал пỹртне çĕнетнĕ (122,1 пин тенкĕ); 

- Анат Чаткас ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ йĕри-таврашне карта тытнă (143,5 пин тенкĕ); 

- Шăмăршă ялĕнчи Олег Долгов ячĕллĕ урамри çула юсанă (184,3 пин тенкĕ); 

- Баскак поселокĕнчи масар йĕри-тавра тытнă картана юсанă (216,3 пин тенкĕ); 

- Ирçе Тĕкки ялĕнчи масар йĕри-тавра тытнă картана юсанă (224,7 пин тенкĕ); 

- Энтĕрьел ялĕнчи масар патне каякан çула вак чул сарнă (626,1 пин тенкĕ); 

- Шăмăршă ялĕнчи Энтузиастсен урамĕнчи çула юсанă (405,4 пин тенкĕ). 

Ытти тăватă проектпа та тăрăшсах ĕçлеççĕ, çывăх вăхăтрах вĕçлеме тăрăшаççĕ. Хальхи самантра Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи Карл Маркс урамĕнче шыв юхса тăма тимĕр-бетон труба вырнаçтараççĕ (438,5 пин тенкĕ), Васанта хытă каяшсене пуçтарса ăсатмалли контейнер тăваççĕ (476,8 пин тенкĕ), Карапай Шăмăршă ялĕнче 1 миллион та 221 пин тенкĕ тăракан çĕнĕ йышши стадион хута яма васкаççĕ, Палтиелĕнчи 4 масарăн йĕри-таврашне çĕнĕ карта тытаççĕ (3 миллион та 811,3 пин тенкĕ). 

Çапла, тăван яла тирпей-илем, хăтлăх кỹртме хамăрăн пуçару, хастарлăх пулăшать. 



26 июня 2019
08:34
Поделиться