Çуллахи каникул _ сывлăх никĕсĕ
Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ПИРĔН районта çуллахи каникул вăхăтĕнче канма 11 шкул çумĕнче кăнтăрлахи лагерь уçнă - 240 ача пушă вăхăтне усăллă ирттерет унта. Унсăр пуçне нумай ачаллă çемьере, йывăр лару-тăруллă çемьесенче çитĕнекен 50 ача валли районти Социаллă пулăшу паракан центр урлă 3 лагерь ĕçлет.
Шкулти кану лагерĕсем ачасене июнĕн 21-мĕшĕччен савăнтараççĕ. Районти кашни вăтам тата тĕп шкултах 165 яшпа хĕр валли палатка лагерĕсем те пулчĕç. Тата хула тулашĕнчи лагерьсенче çу каçипе 79 ача канма кăмăл тунă. Çамрăксене тĕрлĕ лагерьте канса сывлăхне çирĕплетме район бюджетĕнчен 995 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çапла вара пирĕн районта пурăнакан 516 ача (пĕтĕм хисепрен34 проценчĕ) усăллă тата тĕллевлĕ канма, сывлăхне тĕреклетме пултараççĕ.
Иртнĕ эрнекун районти шкул çумĕнчи лагерьте канакансем хушшинче Спартакиада иртрĕ, шкул ачисен командисем çăмăл атлетика эстафетинче, пионербол, мини-футбол спорт вăййисенче, ушкăнпа вĕрен туртассипе, шашкăлла тата шахмăтла выляс енĕпе пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Кашниех хăйĕн командишĕн тăрăшрĕ, çивĕч кĕрешрĕ. Çапах та Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем пуринчен те хăвăртрах чупрĕç, ăнăçлăрах вылярĕç. Çĕнтерỹçĕ команда - «Пепси», 2-мĕш вырăнта - «Чемпион», виççĕмĕш вырăнта Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн «Хĕвел» ушкăнĕ. Спорт ăмăртăвĕнче палăрнă командăсене район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн тата «Туслăх» ача-пăча спорт шкулĕн Хисеп грамотисемпе чысларăмăр. Чи пахи - тĕреклĕ вăй-хал, çирĕп туслăх, пĕрне-пĕри хавхалантарса тăни.
Спартакиадăна хутшăннă кашни ачана спортпа туслă пулма сĕнетпĕр, хăй вĕренекен шкул чысне малашне те тивĕçлĕ хỹтĕлеме ăнăçу сунатпăр!
Е.ФЕДОРОВА.