Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Пирĕн пата килсе кĕрсен Калла тухма пĕлĕр-и...»

«Пирĕн пата килсе кĕрсен Калла тухма пĕлĕр-и...»

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать. 

ЮРĂРИ çак сăмахсем акатуй лапамĕнче лартнă ял тăрăхĕсен çурчĕсем умĕпе иртнĕ чух аса килеççĕ. Хальхи самана ыйтнă пек, асаттемĕрсен йăли-йĕркине пăхăнса çĕкленĕ çурт-йĕр илемлĕхĕ чуна çĕклет; çулсеренех «кил картине», çурт ăшчиккине чăн-чăн хуçалла çĕнетни-улăштарни пултаруллисенчен ырă тĕслĕх илме хистет.

«Акатуй-2019» районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕн положенийĕпе килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсен хăна çурчĕсемпе кил картисен наци сĕмне пăхăнса капăрлатнă конкурсне пурте чунтан тăрăшса хатĕрленнĕ.

Район çыннисем те, аякри хăнасем те кашни çуртпа килкартинче нумайччен чарăнса тăчĕç. Чăн-чăн пурнăç вĕресе тăрать тейĕн кунта: «кил хушшинче» - выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп, «утарта» - вĕллесем, «анкартинче» - утă капанĕ, «мунча» кĕме те пулать кăçатă йăваланă е пир çапнă хыççăн, хуранта яшки сиксе вĕрет. Кил-çурт хуçисем иртен-çỹрене селĕм юрăпа, тăпăрти ташăпа кĕтсе илеççĕ те çавăтсах пỹрте илсе кĕреççĕ. Шалта...чăн-чăн чăвашлăх тĕнчи. Шăрттанĕ, хуплу-пỹремечĕ, кукăлĕ-хăпартăвĕ, юр-вар, шăрăха пусаракан ĕçме... Вĕсем - аваллăхран куçнă савăт-сапаран хăйсем патне кăчăк туртаççĕ. Ху та сисместĕн - тĕртнĕ кавир çине пусса тĕпеле иртетĕн, асаннемĕрсен сăпайлăхĕпе сĕтел хушшине ларатăн.

Наци тумĕллĕ арçынсемпе хĕрарăмсен хушшинче ху чăвашла тăхăнманнишĕн аванмарланса сăра алтăрне тытатăн, ытти апат-çимĕçе тутанатăн. Куç вара тур кĕтессинчен стена çине куçать. Унта... Улăх-çаранти, вăрманти мĕн пур чечек куçнă тейĕн. Тĕссен çураçăлăхĕпе ылтăн алăсен ăсталăхĕ «çутатнă» тĕрĕ-эреш чун-чĕрене чи çепĕç туйăмпа çавăрса илет. Маттур Шăмăрш ен çыннисем, пуян чун-чĕреллĕ пирĕн ентешсем! Нумай пирĕн ал ĕç ăстисем!

Аран-аран çак асамлăхран хăтăлса «картишне» тухатăн. Кунта та... Пурнăç тапса тăрать. Пур çĕрте те ĕçченсен хастарлăхĕ тапса тăрать.

Палтиелсемпе патирексем наци апачĕсене - тутарпа чăваш ĕçми-çимине мала хураççĕ. Хальхинче хворост мĕнле хатĕрленине ăстасем кăтартрĕç.

Арманпа палăрнă чаткассем пир тăрăхĕсемпе аваллăх тĕнчине йыхравларĕç. Карапайсем - вăрман улпучĕсем - утарпа утă пухассипе чапа тухрĕç.

Чукалсем пек çăм шăртласа кăçатă йăвалама камах пултарайĕ-ши тата!

Васан ял тăрăхĕн çыннисем уй-хир ĕçĕпе хальхинче те тĕлĕнтерчĕç. «Кăкăр ачине» хăйĕн ĕçĕнчен уйăрмасăр тыр-пул çитĕнтерме пултарнине евĕрлерĕç. 

Пуянкассисем - выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерме никамран ăста.

Пăчăрлă Пашьелсен ал ĕç ăсталăхĕ - ыттисемшĕн кăтартуллă.

Шăмăршăсем йывăçран тем тума та пĕлеççĕ. Кунтăк авакансем пирки пĕлес тесен вĕсем патне çеç пымалла.

Кил-çурта, картише, анкарти-пахчана наци «сĕткенĕпе» «шăваракансене» пурне те асăнса пĕтереймĕн. Чи пултаруллисене асăнса хăварассăм килетех. Вĕсем: А.Егорова - халăх ăсти (Васан), Л.Федорова, С.Лысова (Патирек), В.Кувайский, Л.Малеева, И.Малеева, Н.Борзова, Н.Карзанова, Л.Тридворнова (Кивĕ Чукал), Л.Нянин (Анат Чаткас).

Чыс та мухтав Сире, чăвашлăха упракансем, ял пурнăçне çỹле çĕклекенсем! Сирĕн пек хастарсем пулсан йăла-йĕрке те упранĕ, ялсен малашлăхĕ те çутă пулĕ. 

З.СВЕКЛОВА.



13 июня 2019
08:04
Поделиться