Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кулибинсем пирĕн те пур!

Кулибинсем пирĕн те пур!

Проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

КĂÇАЛХИ ака-туйăн çĕнĕлĕхĕ - ял хуçалăх техникин презентацийĕ. Тĕрлĕ транспорт пайĕсенчен хăйсен аллипе пуçтарнă «хурçă учĕсене», вĕсене кăкармалли хатĕрсене 4 çын выставкăна тăратнă.

Техника единицисем нумаях пулмасан та, вĕсем патĕнчен çын татăлмарĕ. Ватти те, яшши те, ача-пăча та кăсăклансах ял хуçалăх производителĕсен продукцийĕпе паллашрĕ: «Кулибинсене» çине-çинех ыйту пачĕ, тĕлĕнтермĕш техникине тишкерчĕ. Ака-суха ĕçне тума сисĕмлĕ пулăшу кỹрекен мини-тракторсене, кăкармалли хатĕрсене туянас кăмăллисем те самаях пулчĕç. 

Ипподрома кĕнĕ çĕртех йĕркипе лартса тухнă продукци трактор заводĕнчен «шăранса» тухнă техникăна аса илтерчĕ. Хĕрлĕ, кăвак, сарă, хура сăрăпа сăн кĕртнĕ «хурçă утсене» кивĕ транспорт пайĕсенчен пухнине ĕненме те хĕн. Мĕнле майпа ăсталанă-ха вĕсене?

Николай Иванович Лаврентьев (Çĕнĕ Тăрăн) хăйĕн мини-тракторне УАЗ-469 автомобиль пайĕсенчен пуçтарнă. 13 лаша вăйĕллĕскер утă çулмалли-пуçтармалли, çĕр улми матиклемелли-çырмалли хатĕрсене ĕçлеттерет, 1 тонна çĕклеме пултарать. 

Николай Иванович предприниматель ăна уйăх çурă хушшинче пуçтарнă пулсан, тепĕр пĕчĕк «тусне» 15 кун (!) хушшинче «чун кĕртнĕ». «Муравей» мотоколяскăран тата «ОКА» автомобиль пайĕсене пĕрлештерсе плуг, роторлă косилка çаклатмашкăн мехел çитернĕ. Унăн виççĕмĕш минитракторне вара йĕпреçсем туяннă иккен.

Кивĕ Чукалти Иван Иванович Мандрюков ял хуçалăх ĕçне çăмăллатма мотоблок янтăланă. Пĕчĕкскерĕн усси мĕнешкел пысăк: çĕре сухалать, çĕр улми йăранĕсене çурать, çум курăка касать, утă çулать, сỹрелет. «Минск» мотоциклăн моторĕ ăна хăватлă ĕçлеттерет. Урапи - ял хуçалăх агрегатĕнчен; ытти пайĕсене хăй ăсталанă сварщик. Çулталăк хушшинче пуçтарнă техника хуçи хăй вăхăтĕнче токарь-трактористра ĕçлени те витĕм кỹнех ăсталăха ỹстерме. Метеорологи службинче тăрăшаканскер техникăна юратни, çĕр ĕçне чунтан парăнни куç кĕретех.

Пăхма сăпайлă та сахал сăмахлă тутар çамрăкĕ Айрат Айдарович Сыразетдинов (Патирек) ашшĕпе Айдар Камалетдиновичпа - «Ленинская искрăн» паллă механизаторĕпе пĕрле минитрактор пуçтарнă. Вăл МТЗ-80, ВАЗ-2106 пайĕсенчен тăрать. Интернетпа туслăскер, унти «çăл куçпа» усă курать Айрат Айдарович; чертеж туса ăна вырăнлă усă курать. 1 гектара яхăн лаптăка хăйĕн шанчăклă «тимĕр тусĕпе» çĕре çемçетме-кăпкалатма, утă пуçтарма, 1 тонна тиеве турттарма питĕ меллĕ. Кунсăр пуçне, харсăр çамрăк 2018 çулта пĕр мотоблок та пуçтарнă. Маттур!

Юрий Аркадьевич Угарин (Пăчăрлă Пашьел) «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче вăй хурать; пушар хуралĕнчи водитель. Ачаллах техникăпа интересленни шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма хистенĕ.

Юрий Аркадьевич выставкăна «Белорусь» трактор тăратнă. Унпа çыхăнакан оборудовани темле ĕç тума та май парать. Çĕр улми лартма-кăларма, маттиклеме, утă çулма. Шăллĕпе Илья Аркадьевичпа пĕрле рулон пресĕ те пуçтарнă харсăрскер. 

Мини-трактора çаклатмалли хатĕр те - çын ăмсанмалăх: харăсах икĕ йăран çĕр улми лартма, ун аврине çулма пултарать вăл. КСФ косилка, копалка, почвофреза, культиватор-окучник, «сенĕклĕ» погрузчик-прицеп... Тĕлĕнмелĕх, чăн та, нумай.

Ахальтен мар, сумлă жюри Ю.А.Угарина пĕрремĕш премие - пылесос - парнелерĕ. 2-3-мĕш вырăнсене Н.И.Лаврентьевпа А.А.Сыразетдинов пайласа хаклă парнене тивĕçрĕç. И.И.Мандрюковра - хавхалантару призĕ.

«Хурçă ут» «чĕлхине» никамран лайăх чухлакан изобретательсем тăванĕсене, кỹршĕ-арша, фермер хуçалăхĕсене пысăк пулăшу кỹреççĕ. Çакă паха.

Шанас килет: Шăмăрш енре «Кулибинсен» йышĕ татах ỹсĕ. Камран вĕренмелли пур. Паха опыт сарăлтăр. Çỹлерех асăннă ĕçченсем - чăн-чăн ăстасем - çĕр ĕçне чи сумлă вырăна хунишĕн чăннипех те тава тивĕçлĕ!

З.ВОРОБЬЕВА.



13 июня 2019
08:03
Поделиться