Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăрш Енĕн мухтавлă ывăлĕсем

Шăмăрш Енĕн мухтавлă ывăлĕсем

РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕн В.Денисовăн пуçарăвĕпе иртнĕ эрнере Шăмăршă ялĕн тĕп лапамĕнче Астăвăм галерейи уçăлчĕ. Район пурнăçĕнче хăйсен мухтавлă ĕçĕсемпе палăрнă 13 ентешĕн сăнне вырнаçтарнă унта. Акă вĕсем:

- Минзалтдин Галявутдинович Алеев - Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Хисеп Палли, икĕ хутчен Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕсене тивĕçнĕ;

- Елисей Иванович Афанасьев - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ;

- Владимир Васильевич Бараев - поэт, калавсемпе очерксен авторĕ, фольклорист;

- Геннадий Арсентьевич Большаков - Чăваш АССРĕн тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР халăх артисчĕ;

- Мефодий Иванович Денисов - юрăçă, Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ;

- Николай Филиппович Ильбеков (Илпек Микулайĕ) - прозаик, СССР писателĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш АССРĕн халăх писателĕ;

- Василий Платонович Кошкин - ĕç тата вăрçă ветеранĕ, 1947-1970 çулсенче «Правда» колхоз председателĕ. Октябрь Революцийĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин тата Мухтав орденĕсен кавалерĕ;

- Геннадий Петрович Леонтьев - ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ;

- Василий Николаевич Никифоров - генерал-майор. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тивĕçнĕ;

- Семен Федорович Сайкин - Чăваш патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕ, профессор, техника наукисен кандидачĕ. ЧР наука тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр, Октябрь Революцийĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсен кавалерĕ.

- Зейдулла Зарифзянович Сейфутдинов - «Искра» колхоз председателĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин, виçĕ хутчен Ленин орденĕпе наградăланма тивĕçнĕ;

- Иван Михайлович Соргин - вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ. 1963-1983 çулсенче - Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ, Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ. Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсен кавалерĕ;

- Михаил Романович Федотов - чĕлхеçĕ, филологи наукисен докторĕ, профессор. ЧР тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ, Раççей аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăранă хыççăн Астăвăм галерейине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов тата галерейăри мухтавлă ентешсен ывăлĕсем: Анатолий Сайкин, Игорь Денисов - уçрĕç.

- Шăмăршă Арбатĕнче çĕнĕлĕхсем хушăнсах пыраççĕ, - сăмах илчĕ район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, - 3 çул каялла уçнă Хисеп хăми, халĕ - Астăвăм галерейи кашнинех илĕртсе тăрать. Районта мухтавлă çынсем сахал мар. Галерейăра вырнаçнă паттăрсенчен чылайăшне çывăх пĕлетĕп, хăшĕсемпе пĕрле те ĕçленĕ. Вĕсем чăннипех те историне кĕрсе юлма тивĕç. Тавтапуçах Владимир Васильевича ырă пуçарăвĕшĕн.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Денисов галерея историйĕпе паллаштарчĕ: 

- Астăвăм галерейи пире район историйĕнче кăна мар, республикăра та тава тивĕçлĕ ĕçĕсемпе палăрнă ентешсене пĕлсе тăма, асра тытма май парать. Пирĕн вĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса малтан мала талпăнса, лайăхран лайăха çитме ĕмĕтленсе пурăнмалла. Çак ĕç малалла пырать, тивĕçлĕ кандидатурăсене татах йышăнатпăр, ятарлă комиссире пăхса тухатпăр.

Çавăн пекех асăннă мероприятийĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен М.Захаров таврапĕлỹçĕ, Анатолий Сайкин, Алик Алеев, Ирина Соргина тухса калаçрĕç. 

Юлашкинчен Асăну галерейине уçма пуçтарăннисем пурте пĕрле мăнаçлăн Шăмăршă Гимнне шăрантарчĕç.

Г.ИВАНОВА.



23 апреля 2019
08:39
Поделиться