Театр - тĕнче культурин пуянлăхĕ
Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, кăçал пирĕн çĕршывра - театр çулталăкĕ. Ăна районта февралĕн 1-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Чăн-чăн асамлăх тĕнчине лекрĕç куракансем çав кун - хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен пултарулăхĕпе киленсе чунтан савăнчĕç, кулăшла сценкăсенче ăш хытиччен кулчĕç, пурнăçра канăçсăрлатакан самантсем çинчен мансах кайрĕç...
Çавăншăнах килĕштереççĕ те пуль çак искусствăна халăхра. К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрне йĕркелесе яни пĕлтĕр 100 çул çитрĕ - Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ, çĕршывĕпех паллă РСФСР тата СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев илемлĕх ертỹçи тивĕçĕнче чылайранпа тăрăшакан театр - кашни ялтах паян та чи кĕтнĕ хăна. Çамрăксен театрне те килĕштереççĕ - питĕ ăста выляççĕ унти артистсем те. Хамăрăн ентешсем: Александра Зайцева, Ирина Верьялова ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем тата çамрăк ăру - Евгений Урдюков, Оксана Драгунова, Светлана Захарова - республикăра пурăнакансене сцена ăсталăхĕпе савăнтарни пире çав тери мăнаçлантарать.
Шел, вĕсем пирĕн пата час-час тухса çỹреймеççĕ. Анчах та театр пирĕн пурнăçа яланлăхах кĕрсе юлнă. Уйрăмах аслă ăру çыннисемшĕн питĕ çывăх вăл. Театр паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Шăмăршăри культура керменĕ çумĕнчи халăх театрĕ (ертỹçи В.Львова) пире виçĕ теçетке ĕнтĕ хăйĕн спектаклĕсемпе тыткăнлать. Пĕлтĕр вырăнти артистсем «Çил-тăманлă каç», «Тăн кĕртеççĕ арăмсем» камитсемпе ялсем тăрăх çỹресе савăнтарчĕç, кăçал хĕрсех премьера кăтартма хатĕрленеççĕ. «Мыскаран мăйраки кукăр» ятлă вăл. Валентина Амросьевна пĕлтернĕ тăрăх, спектакльте вунă артист вылять, вăл çак уйăхрах районти тĕп сцена çине куракансем умне тухĕ.
- Театр çулталăкĕнче çитĕннисемпе те, ачасен «Звездочки» театр кружокне çỹрекенсемпе те нумай ĕçлеме палăртнă. Çулталăк пуçламăшĕнченех республикăри нумай конкурссене хутшăнса çитĕнỹсем турăмăр, - черетлĕ репетицине васканă май калаçать пултаруллă режиссер. - Акă тунтикун, апрелĕн 1-мĕшĕнче, Вăрнарта районсем хушшинчи театр коллективĕсем хушшинче (9 район хутшăннăччĕ унта) çĕнтерỹçĕ Дипломне тата хаклă парне çĕнсе илтĕмĕр. Унта эпир кулăшла спектакльсен сыпăкĕсене кăтартрăмăр. «Монолог» номинацире И. Федорова палăрчĕ. Ытларикун республикăри ачасен театр коллективĕсен «Авансцена» фестивалĕнче жюринчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артисчĕсен кăмăлне çĕклерĕмĕр - пысăк хак пачĕç вĕсем пирĕн пĕчĕк артистсен пултарулăхне.
Шăмăршă халăх театрне çитĕнỹсемпе саламласа малашне те ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Кăçалхи Театр çулталăкĕ çитĕннисемшĕн кăна мар, çамрăксемшĕн те асра юлтăрччĕ. Шкулсенче театр кружокĕсем, пуканесен театрĕсем ĕçлесе кайсан тем пекех аван пулнă пулĕччĕ. Ачасене театра пĕчĕкрен явăçтармасан, вăл вĕсене çитĕнсен те илĕртмĕ. Çапла ан пултăр тесен, Шупашкарти çамрăксен тата Пукане театрĕн артисчĕсене йыхравлани те вырăнлă пулĕччĕ. Ахальтен ятарласа театр курма тĕп хулана кайса çỹреймĕç. Кун пирки мĕн шутлаççĕ-ши район администрацийĕнче?
Театрăн малашнехи кун-çулĕ хамăртан килет. Кăçал эпир хамăрăн район хаçатĕнче Театр çулталăкĕпе çыхăннă статьясем, очерксем, паллă ентеш-артистсенчен илнĕ интервьюсем сахал мар пичетлĕпĕр. Пирĕн район историйĕнче республикипех чапа тухнă сцена ăстисем пайтах. Тен, вулакансем те вĕсемпе çыхăннă аса илĕвĕсемпе паллаштарĕç. Çавăнпа та, хисеплĕ хаçат тусĕсем, сиртен те çырусем кĕтетпĕр!
Г.Иванова.