Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Медицина хатĕрлевĕ

Медицина хатĕрлевĕ

СЫВЛĂХ - чи хакли. Ăна упрасси - кашнин тĕллевĕ. Уйрăмах ачасене чир-чĕрсĕр, сурансăр ỹстересси - аслисен тивĕçĕ.

Сывлăх е пурнăç умне кĕтмен çĕртен хăрушлăх сиксе тухсан хамăра епле тытмалла, инкекри çынна мĕнле майпа пирвайхи пулăшу памалла? 

Республикăри хушма профессиллĕ пĕлỹ паракан «Хăрушсăрлăх тата ĕç сыхлавĕ» вĕренỹпе методика центрĕн преподавателĕ Н.А.Макарова шăпах çак ыйтусем çине хуравлама пулăшрĕ. Теорипе практикăна çураçтарса, Наталия Анатольевна Шăмăршă вăтам шкулне пухăннă вĕренỹпе культура сферин ĕçченĕсене йывăр лару-тăрупа çынна малтанхи пулăшу пама вĕрентрĕ.

Шупашкартан килнĕ хăнан занятине пурте хапăлласа йышăнчĕç. «Кирек хăçан та пирĕн, аслисен, хамăр таврари çынсемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн, яваплă та сыхă пулмалла», - палăртрĕç районти вĕрентекенсем, техслужащисем, культура ĕçченĕсем.

З.СВЕКЛОВА.



03 апреля 2019
15:27
Поделиться