«Кашни ача - пултаруллă»
НИКОЛАЙ КУПРИЯНОВ çамрăксене физкультурăпа, спортпа аталантарас ĕçре 44 çул вăй хунă. Вăл Шăмăршă районĕнчен тухнă пĕрремĕш аслă пĕлỹллĕ физкультура учителĕ, ача-пăча спорт шкулĕн пĕрремĕш директорĕ, районта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ пĕрремĕш физкультура учителĕ... Николай Анатольевич çак шăматкун тăван-пĕлĕшĕпе, ĕçтешĕсемпе, йышлă çемйипе 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.
- Физкультурăпа спорт - манăн чун киленĕçĕ, кăмăл туртăмĕ. Шкул ачисене физкультура предмечĕпе интереслентересси, спорта явăçтарасси - юратнă професси пулса тăчĕ, çакăншăн эпĕ питĕ савăнатăп, - кăмăллăн калаçать юбиляр самантлăха вĕрентỹ ĕçне таврăнса. - Мĕн вăй çитнĕ таран шкул ачисене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарма, уйрăмах пултаруллисене спортпа пиçĕхтерсе çитĕнỹсем тума пулăшма тăрăшрăм, - хушса хурать педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Професси суйласа илесси аслисен ырă тĕслĕхĕнчен, юратнă учительтен пуçланать. Н.Куприянов кун-çулĕнче те çапла пулнă. Вăл аслă классенче вĕреннĕ çулсенче Шăмăршăри вăтам шкулта физкультура урокĕсене ятарлă аслă пĕлỹллĕ Виталий Васильевич Николаев ертсе пыма тытăнать. Ăна ытларах «Как ты хороша, родная Шемурша» Шăмăршă çинчен çырнă юрă сăмахĕсен авторĕ тесе пĕлетпĕр. Патăрьел районĕнче çуралса ỹснĕ çамрăк учитель яшсемпе хĕрсене хăйĕн спорт çитĕнĕвĕсемпе тыткăнлать, малалла аталанма хавхалантарса тăрать. Калас пулать, В.Николаев хăй вăхăтĕнче тăрăшшĕне сикессипе тата кĕске дистанцие хăвăрт чупассипе республика рекордсменĕ те пулнă. Шăмăршăри вăтам шкулта та спортпа пултаруллă ачасене часах тупса палăртать вăл, вĕсене район кăна мар, республика шайĕнчи ăмăртусене хатĕрлеме пикенет. Çак ушкăнра Николай Куприянов та пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук - пĕчĕкренпех хăвăрт чупма, пĕр урамри арçын ачасенчен команда йĕркелесе футболла-хоккейла выляма килĕштернĕ.
Опытлă учитель çине тăрсах хатĕрленине кура, Н.Куприянов 1966 çулта шкул ачисем хушшинче йĕлтĕрпе тата кросра вăтам, вăрăм дистанцисене чупассипе район чемпионĕ ята çĕнсе илет, хăвăрт утас енĕпе (спортивная ходьба) аталанма пуçлать. 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне (1966 çул) вăл пуçласа республикăри хăвăрт утакансен ăмăртăвне хутшăнать - тỹрех 3-мĕш вырăн йышăнма пултарать.
Çут çанталăк панă пултарулăх та пулнах ĕнтĕ пысăк шанчăк паракан çамрăкра - çакна тỹрех асăрханă Виталий Васильевич. Çавăнпа та уроксем хыççăн та унпа уйрăммăн ĕçленĕ, малашнехи пурнăçне спортпа çыхăнтарма сĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ырланă çак шухăша, ăна спортра хавхалантарса тăнă, кирлĕ условисемпе тивĕçтернĕ.
Çапла вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Николай Курганти педагогика институчĕн физвоспитани факультечĕн студенчĕ пулса тăрать. Кунта вăл 1967- 1971 çулсенче вĕренсе аслă пĕлỹллĕ учитель дипломне алла илет.
Çак çулсенче унăн спорт ăсталăхĕ ỹснĕçемĕн ỹссех пырать. 20 километра хăвăрт утассипе Курган облаçĕн чемпионĕ пулни уйрăмах асра. СССР халăхĕсен Спартакиадинче 4-мĕш вырăн йышăнни те халĕ те савăнтарса тăрать. Çак çĕршыв шайĕнчи ăмăртура вăл СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормине тултарать.
Институтра тарăн пĕлỹ илнĕ хыççăн Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçлать ĕнерхи студент. Свердловск хулинче, спорт ротинче иртет салтак служби (1971-1972 çулсем). Паллă ĕнтĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса - йĕлтĕрпе е кросра чупса тата хăвăрт утса Диплом çумне Диплом хутшăнсах пырать. Ахальтен мар Куприянова служба вĕçленсен унтах юлма ыйтаççĕ хваттерпе те, ĕç укçипе те илĕртеççĕ - çук, тăван енех, çуралнă ялах туртать ăна чунĕ...
1972 çулта Шăмăршăри вăтам шкулта физкультура предметне вĕрентме тытăнать. Республикăри ăмăртусене те хутшăнать - 10 километра хăвăрт утса - çĕнтерỹçĕ, 20 километрта - призер пулса тăрать. Пултарулăхне кура 1974-1975 çулсенче ăна районти спорт комитечĕн председательне суйлаççĕ - çулталăк ĕçленĕ хыççăн каллех шкула таврăнать. 1975 çулта пуçаруллă вĕрентекене Шăмăршăра тин çеç уçăлнă спорт шкулне ертсе пыма шанаççĕ - 6 çул унта çамрăксене тĕрлĕ спорт секцийĕсене явăçтарса пиçĕхтерет, вăй-хал тĕлĕшĕнчен тĕреклетет вăл.
1983-1986 çулсенче - Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн тивĕçне пурнăçлать. 1986 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех (2015 ç) - физкультура учителĕ. Тăватă теçетке ытла ĕçлесе мĕн чухлĕ çамрăка спорта юратма вĕрентнĕ, сывлăха хусканура çирĕплетме хăнăхтарнă. Спорт мастерĕсем кăна пĕр 15 çитĕнтернĕ вăл çак хушăра; республика, çĕршыв шайĕнчи чемпионсем хатĕрленĕ. Акă, сăмахран, Раççей командинче тупăшма тивĕçнĕ С. Николаев хăвăрт утакан, Раççей чемпионĕ П.Лебедев çуран чупакан, СССР чемпионĕ Н.Чамеев, Раççей Универсиадин чемпионĕ Р.Валитов хăвăрт утакан...
Хăйĕн çемйине - 2 ывăлĕпе хĕрне те - çапла пиçĕхтерсе ỹстернĕ вăл. Анатолий ывăлĕ спорт мастерĕ тара- нах хăпарма пултарчĕ, 50 километр хăвăрт утса Раççей чемпионĕн медальне тивĕçрĕ. Халĕ Çĕпĕрте предприниматель. Сергей ывăлĕ те спортра хастарччĕ - аслă милици шкулне пĕтернĕ хыççăн Мускав облаçĕнчи Подольск хулинче службăра тăрать - полици подполковникĕ. Олеся та районти ăмăртусенче яланах малти вырăнсем йышăннă, халĕ Мускавра юристра тăрăшать.
Куприяновсене чун ăшши паракансем - 7 мăнук. Вĕсем те спортпа туслă. 9-мĕш класра вĕренекен Дима (Толикăн ывăлĕ) ирĕклĕ майпа кĕрешсе Ямал-Ненец автономи округĕн чемпионĕ, тепĕр Дима (Сергейĕн ывăлĕ) - дзюдоист - Мускав облаçĕнчи Железнодорожный хула призерĕ, Оля - йĕлтĕрçĕ - темиçе хут та хула шайĕнчи ăмăртусенче Диплома тивĕçнĕ. Çулла мăнукĕсем Шăмăршă ялне канма килсен, аслашшĕ вĕсемшĕн чăн-чăн тренер: велосипедпа ярăнаççĕ, бассейнра шыва кĕреççĕ, футболла-волейболла выляççĕ. Тен, вĕсенчен хăшĕ Олимп вăййисене хутшăнма та тивĕçĕ - çакăн çинчен ĕмĕтленет вăл мăнукĕсен спорт ăсталăхĕпе киленсе.
Халĕ шкулта ĕçлекен учительсене вара вăл район хаçачĕ урлă çапла каласшăн:
- Вĕрентỹ ĕçне юратса пурнăçласа пырăр. Кашни ача мĕнпе те пулсан пултаруллă, унăн ырă енĕсене тупма пĕлмелле çеç. Шкулта ăшă кăмăл, ăнлану, пĕр-пĕрне ырă сунни кăна хуçалантăр.
Эпир сире, хисеплĕ учитель, юбилей ячĕпе саламласа вăрăм ĕмĕр, телейлĕ ватлăх сунатпăр. Мăнуксен, кĕçĕн мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе савăнса нумай- нумай пурăнма çирĕп сывлăх пултăр!
Г.ИВАНОВА.