Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Нумай ачаллă çемьене - удостоверени

Нумай ачаллă çемьене - удостоверени

НУМАЙ ачаллă çемьесем яланах хисепре. Çемье пысăк пулни чăн-чăн телей. Пирĕн районта та вĕсем 200 ытла. Чăваш Республикинче кăçалхи февраль уйăхĕнчен пуçласа виçĕ е ытларах та çул ачаллă çемьесене ятарлă удостоверени параççĕ. Çак документ малашне нумай ачаллă çемьесен статусне ỹстерме тата культура, спорт учрежденийĕсене, аттракционсене, куравсене çурма хакпа кĕме май парĕ.

Шăмăршă районĕнче асăннă документа пĕрремĕш илекенсем - Погашовсен ултă ачаллă туслă çемйи. Иртнĕ эрнекун район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çак ятпа чаплă мероприяти пулса иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Погашовсене ăшшăн саламласа, çапла каларĕ: «Паян нумай пепкеллĕ çемьесене пуçласа удостоверени паратпăр. Пысăк çемьере ачасем ĕçе юратса, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренсе ỹсеççĕ. Пысăк çемье - тĕреклĕ çемье. Йышлă çемьесене патшалăх та пулăшса тăрать, çăмăллăхсемпе тивĕçтерет».

Вячеслав Викторовичпа Александра Львовна Погашовсене удостоверени илнĕ ятпа район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Н.Федорова, Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн председателĕ Н.Милюшкина, ЗАГС пайĕн начальникĕ М.Ефимова чун-чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх, телей сунчĕç. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Мария Митрофанова вĕсене юрă саламĕпе савăнтарчĕ. 



20 марта 2019
08:44
Поделиться