Терроризм, экстремизм тымарĕсене кăкламалла
ÇАК кунсенче Комсомольски салинче республикăн кăнтăр районĕсен террора хирĕç йĕркеленĕ комисси секретарĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе право органĕсен представителĕсен семинар-практикумĕ иртнĕ. Мероприятие Комсомольски районĕнчи тĕн çыннисем, çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсен лидерĕсемпе 11-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем те хутшăннă.
Шăмăршă район делегацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пынă. Канашлура Террора хирĕçле комиссийĕн Чăваш Республикинчи пай начальникĕ Е.Терешин, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, Чăваш Енри мăсăльмансен духовенство управленийĕн председателĕ М.Хайбуллов, ЧР тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ф.Гибатдинов тухса калаçнă.
Терроризм - вилĕм çеç мар, вăл чăн малтан хăранипе, шикленнипе çыхăннă пулăм. Шăпах çакă кирлĕ те усал шухăшлă çынна. Экстремизм вара кураймасăр тунă ĕçсемпе çыхăннă. Семинара хутшăннисене террорпа çыхăннă усал ĕçсем, экстремистла шухăшлă çынсен хăрушă планĕсем çинчен уçăмлă каларĕç. Уйрăмах çамрăксене çакнашкал усал шухăшлă çынсене уйăрса илме, вĕсенчен пăрăнма иртме вĕрентмелле. Çавăнпа та пурин те сыхă тăмалла, çамрăксене усал çул çине тăрасран асăрхамалла, вĕсемпе тăтăш уçă калаçусем ирттермелле.
Шăпах çамрăксене хĕтĕртсе экстремизм çулĕ çине тăратасшăн тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Раççейре ирĕк паман организацисем. Вĕсен тĕп «хĕç-пăшалĕ» - вăрçă сĕмĕллĕ ислам пропаганди, ытти тĕне чăтма пултарайманни, патшалăх конституцийĕн йĕркине пĕтерсе политика çулне пачах тепĕр енне çавăрасси.
Экстремизма çул парассишĕн тăрăшакансем хăйсен сĕмсĕр идеологине районсенче те сарма тăрăшас хăрушлăх пур. Хăйсен наркăмăшлă «сăннипе» вĕсем çамрăксен çирĕпленсе çитмен ăс-тăнне амантма пултараççĕ.
Çакăн пек лару-тăрура тỹрĕ кăмăллă кашни çыннăн асăрханулăхпа тимлĕхе ỹстермелле, халăхсем хушшинчи туслăх тата та çирĕплентĕр тесе тăрăшмалла. Экстремизмăн нацилĕхĕ çук, экстремистла шухăш-кăмăла саракансемпе пирĕн татăклăн кĕрешмелле.