Мĕн пурăннă таран хĕрарăма мухтар!
ХĔРАРĂМ - пурнăç илемĕ, çемье вучахне упракан, чун тĕпренчĕкĕсене ĕмĕр-ĕмĕр ырă кун пиллекен... Тата нумай-нумай çепĕç сăмах калама пулать хĕрарăм çинчен. Чăннипех те тивĕçлĕ вăл мухтав сăмахĕсене. Паян вăл ĕçре те, çемьере те ырми-канми тăрăшать, общество пурнăçне хастар хутшăнма та вăхăт çитерет.
Шăпах çакнашкал хĕрарăмсене чысларĕç те ĕнер район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче. Сăн ỹкерчĕкре сулахайран сылтăмалла çак ĕçчен те çепĕç кăмăллă хисеплĕ аннесемпе кукамай-асаннесене куратăр.
Людмила Петровна Нянина Анат Чаткасри шкулта 37 çул хушши кĕçĕн класри ачасене пĕтĕм чунĕпе тăрăшса вĕрентет. РСФСР халăх çутĕç отличникĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ. Леонид Николаевич педагогпа хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ.
Галина Николаевна Иванова ачасене вырăс чĕлхипе литературине 10 çул Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕрентнĕ. Педагогика ĕçĕнче 31 çул тăрăшнă хыççăн 2015 çултанпа «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра корреспондент пулса тăрăшать. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Вĕсен 2 мăнук. Любовь Семеновна Алексеева Пуянкассинче пурăнать. 15 çултанпах фермăра, халĕ те Г.Н.Макаров хуçалăхĕнче ĕне сăвать. Мăшăрĕпе те ĕçрех паллашнă. Туслă çемьере икĕ хĕрпе ывăл кун çути курнă. Халĕ 4 мăнук савăнтараççĕ. Любовь Семеновнăна районти Акатуйра çулсерен Хисеп Грамотипе чыслаççĕ. Кăçал унăн сăнне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Людмила Николаевна Юманова педучилищĕре воспитатель специальноçне илнĕ хыççăн Пуянкассинчи ача садĕнче ĕçлеме тытăнать. Унтах çемье çавăрать. Икĕ хĕршĕн чи хаклă та юратнă анне вăл. Хăй юрра-ташша ăстаскер, шкул çулне çитмен ачасене те чăваш халăх культурине явăçтарать. Пуянкасси ял тăрăхĕн депутачĕ, «Аххаяс» фольклор коллективĕн солистки.
Карапай Шăмăршăра пурăнакан Галина Николаевна Петькова сцена ăсти пулмах çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче библиотекаре вĕреннĕ. Каярах аслă пĕлỹ илнĕ - пĕр хушă шкул ачисене чăваш чĕлхипе литература тата географи предмечĕсене вĕрентнĕ, ял Совечĕн специалисчĕн тивĕçне те пурнăçланă. Хальхи вăхăтра _ Карапай Шăмăршăри Культура çуртĕнче клуб йĕркелĕвĕн ертỹçи. Пĕр концерт та унсăр иртмест - чăваш халăх юррисене шăрантарать вăл. Мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Вĕсем кукамăшĕпе кукашшĕне 3 мăнук парнеленĕ.
Татьяна Геннадьевна Антонова Пăчăрлă Пашьелĕнчен, аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн чылай çул перекет банкĕнче тĕп бухгалтер пулса ĕçленĕ. Паян вăл - Пăчăрлă Пашьелĕнчи ял тăрăхĕнче специалистра тăрăшать. Ĕç стажĕ - 30 çул. Вĕсен çемйинче 2 ывăл: асли çар институтне пĕтернĕ, кĕçĕнни _ пулас юрист. Спортпа туслă, «Пилеш» фольклор ушкăнне çỹрет.
Татьяна Геннадьевна Чугунова кооператив техникумне пĕтернĕ. Чылай çул ĕнтĕ Шăмăршăри обществăлла апатлану тытăмĕнче буфетчицăра тăрăшать. Ĕç ветеранĕ. Унăн сăнне Шупашкарти потребкооперацин Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă. Мăшăрĕпе 3 ачана пурнăç парнеленĕ: Борис ывăлĕ - çар çынни, Алина хĕрĕ Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, Максим - 3-мĕш класра вĕренет.
Хăнасене çывхарса килекен Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе çирĕп сывлăх, çемьере юрату сунса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Чамеев, хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Н.Милюшкина ăшшăн саламларĕç, чечек çыххисем парнелерĕç.
Н.ИЛЬИНА.