Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ирĕклĕн янратăр тăван чĕлхемĕр!

Ирĕклĕн янратăр тăван чĕлхемĕр!

ПĔТĔм тĕнчери авалхи халăхсен тăван чĕлхисен çулталăкне халалласа февралĕн 14-21-мĕшĕсенче Чăваш чĕлхи эрнине ирттертĕмĕр. Ăна тăван чĕлхе пĕлтерĕшне çĕклес, ачасенче наци мăнаçлăхне аталантарас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр. 

Февралĕн 14-мĕшĕнче - кĕçнерникун - уроксем умĕн Эрнене пуçларăмăр. Чăваш Патшалăх гимнĕ янранă хыççăн ачасем «Янра, тăван чĕлхем!» литературăпа музыка композицийĕ кăтартрĕç. Юрă-сăвă урлă чĕлхемĕр пуянлăхне, илемне кăтартса пачĕç. 

Уроксем вĕçленнĕ хыççăн вара 5-9 классен икĕ хутăш команди чĕлхе турнирĕнче тупăшрĕ. Фонетика, лексика, морфологи, халăх сăмахлăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, ăс-хакăл вăййисенче пĕлĕве тĕрĕслерĕç вĕренекенсем. «Çиçĕм» ушкăн 24:17 шутпа «Пултаруллисене» çĕнтерчĕ. 

Эрнекун, 15-мĕшĕнче, ачасем «Чăвашсен паллă тĕпчевçисем» семинара пухăнчĕç. А.Якушов, Д.Кузнецов, А.Хураськина, А.Ефимова, Д.Ухваркин тăван чĕлхене аталантарассишĕн пысăк тỹпе хывнă ăсчахсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вĕсен сăмахне чĕлхеçĕсен пултарулăхне çутатакан выставка туллин уçса пама пулăшрĕ. 

Шăматкун, 16-мĕшĕнче, вĕренекенсем чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнă ялта - Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Кăнна Кушкинче «çул çỹревре» пулчĕç. Пуян содержаниллĕ презентаци урлă Иван Яковлевич музейĕпе паллашрĕç. 

Тунтикун, 18-мĕшĕнче, «И.Я. Яковлев йĕркеленĕ çырулăх тата литература чĕлхи» презентаци куравĕ шкул ачисене чăвашсен çырулăх историйĕпе паллашма май пачĕ. 

Ытларикун, 19-мĕшĕнче, «Чăваш чĕлхи - атте-анне чĕлхи» ятпа сочиненисен конкурсĕ иртрĕ. Чи лайăх пултарулăх ĕçĕсенчен стенд йĕркелерĕмĕр - ан тив, паллашчăр вĕсемпе! Жюри чи ăста çырнă сочиненисене палăртрĕ. Вĕсен хуçисем - Л.Кузнецов (5 кл), А.Архипова (6 кл), А.Ефимова (7 кл), А.Урмаев (9 кл), Н.Старый (7 кл). Вĕсем - çĕнтерỹçĕсем. 

Юнкун, 20-мĕшĕнче, шкул ачисем Поэзи сехетне пуçтарăнчĕç. Çамрăк поэтсен тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн З.И.Свекловăн сăввисене итлерĕç. Хăш-пĕр ачасен сăвви-заметкисем те районти «Шăмăршă хыпарĕ», республикăри «Тантăш» хаçатсенче кун çути кураççĕ. Хальхинче вара асăннă вĕренекенсен - «Хунав» кружока çỹрекенсен - пултарулăх ĕçĕсенчен йĕркеленĕ стенчĕпе паллашма май килчĕ. 

Кĕçнерникун, 21-мĕшĕнче, Эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр. 

Тăван чĕлхе эрнинчи ĕçсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ З.И.Свеклова йĕркелесе пычĕ. 
Тăван чĕлхепе мăнаçланас, ăна тĕпчес-упрас туйăма çĕклерĕ Эрне. Паллах, атте-анне чĕлхипе илемлĕ калаçма тата çырма пултаракансене палăртма пулăшрĕ. Апла пулсан, чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур. 

И.ЕНДИЕРОВА.



05 марта 2019
08:40
Поделиться