Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăван ялăмăр татах та чиперленĕ

Тăван ялăмăр татах та чиперленĕ

ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕ хăйĕн лаптăкĕпе районта чи пысăкки: Шăмăршă сали; Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Ирçе Тĕкки ялĕсем; Баскак, Мулла, Кучек, Канаш паççулкисем кĕреççĕ. Сакăр яла пĕрлештерсе тăнăран, унта пурăнакансем те йышлă - 4061 çын, район центрĕнче кăна виçĕ пин те виççĕр çынна шута илнĕ. Территорине кура, акăнакан çĕрсем те 1300 гектар йышăнаççĕ. 12 фермер усă курать тулăхлă çĕрпе. Пĕлтĕрхи çул вĕсем 994 тонна тыр-пул çитĕнтернĕ, 154 тонна сĕт суса илнĕ, 12 тонна аш-какай сутнă (кăтартусем пĕлтĕрхинчен пысăкрах). 

Ĕçе кĕртмен çĕр лаптăкĕсем çук - çĕре арендăна парассине лайăх йĕркеленĕ. Çĕр участокĕсене арендăна панăшăн кăна пĕлтĕр кассăна 151 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Хуçасăр объектсене, муниципал пурлăхне арендăна панăшăн та тупăш кĕнĕ - 75 пин тенкĕ. Хальхи вăхăтра тата 7 хуçасăр объекта арендăна пама хатĕр. 

Ял тăрăхĕнче 16 пĕчĕк предприяти тата 121 уйрăм предприниматель. Вĕсем ытларах суту-илỹре тăрăшаççĕ - пурĕ 67 суту-илỹ тата обществăлла апатлану точки. Вăрманпа ĕçлекенсем те пур. 

2018 çулта туса ирттернĕ ĕçсем курăмлă: Шăмăршăра Туслăх урамĕнчи çула, Космовский урамĕнчи тротуара юсанă, Энтĕрьелĕнче ачасем валли площадка вырнаçтарнă, нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи 3 картише тирпей-илем кĕртнĕ ( пурĕ 13000 пин тенкĕлĕх). 

Шăмăршă ялĕ варринче 15 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ газ участокĕ ỹссе ларни те район центрне илем кỹрет. Космовский урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурт çивиттине профнастилпа улăштарнă, Шăмăршăри вăтам шкулăн тата Культура Керменĕн ăшăтмалли котел-кăмакине çĕнетнĕ (3 млн тенкĕ). 

Кăçалхи ĕç планĕ те пĕчĕк мар. Шăмăршăри Ленин урамĕнчи çула - асфальт, Çĕнтерỹ урамĕнчине - вак чул сарма палăртнă. Шăмăршăпа Энтĕрьел хушшинчи тротуара юсассине те плана кĕртнĕ. Культура Керменĕ умĕнче район чысне çĕкленĕ ентешсен ячĕпе стенд уçма палăртаççĕ - сахал-и вĕсем Шăмăршă ятне кăна мар, Чăваш Ене те чапа кăларнă хастарсем: Мефодий Денисов, Семен Сайкин... 

Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнă тĕле Шăмăршăра капмар палăк (монумент) çĕклесшĕн, кăçал Совет Союзĕн Герой В.Уруковăн бюсчĕ çумне Раççей Геройĕн Олег Долговăн бюстне вырнаçтарасшăн. Чиркỹ картишĕнчи лапамра ватти-вĕттине тивĕçтерекен кану вырăнĕ туса лартасшăн. Çĕнĕ чиркỹ çывăхĕнче автотранспорт лартмалли вырăн та палăртса хунă. Район центрĕ çумĕнчи пĕвене (плотина) йĕркене кĕртме 7 миллион укçа уйăрнă. Унсăр пуçне «Ромашка» ача сачĕн тулашри сăн-питне çĕнетсе илемлетесшĕн. Çак ырă ĕçсене пурне те пурнăçа кĕртме пуçару бюджечĕсĕр май килмĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕн администрацийĕ ял çыннисем ăнланасса, май килнĕ таран пулăшасса шанать. 

Иккĕленỹ çук, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов каланă сăмаха тытать, шутланă ĕçсене пурнăçа кĕртет. Çак про- ектсем Шăмăршă ялне хăтлăх кĕртме, татах та чиперленме май парĕç. Ача-пăча, ватти-вĕтти савăнтăр, мăнаçлантăр хăйĕн тăван ялĕпе! Анчах та çак илеме упрама пĕлĕпĕр-ши? Яланхи пек качака кĕтĕвĕ çỹремĕ-и Культура паркĕнче улма йывăççисене кăшласа, чечек клумбисене çĕмĕрсе? Вăл çеç-и, çамрăк пăрусем те ашса çỹреççĕ унта (хуçисем выльăхĕ ăçта пулнине пĕлсе тăраççĕ!). Ача-пăча ларса ярăнмашкăн вырнаçтарнă таканкки (качели) çине çитĕннĕ каччăсем икшерĕн пылчăклă урисемпе хăпарса тăрса ахăрашса сикнине те куратпăр. Нимĕн чухлĕ те хаклама пĕлместпĕр мĕн чухлĕ укçа тăкакласа пирĕн канушăн тăрăшнине! Качака усранине ырламалла кăна. Анчах ăна ирĕкре çỹретсе йывăç-тĕме (харпăр хăй хуçалăхĕсенне те) кăшлама чарма та пулать вĕт. Мĕншĕн кăкарса хурас мар? Качака усракансем халь йышлă - кĕтỹ йĕркелесе яма та пулать вĕт-ха? Шăмăршă урамĕсем тăрăх унта та кунта кармашса улма-çырла йывăççисене сиенлетекен, «пăрçа» сапаласа çỹрекен качакасен хуçисен совеçĕ пулмасан та, йĕрке пуриншĕн те пĕр пек. 

Налук пуçтарасси кунта та йывăррăн пырать - пĕр миллион çурă укçа кассăна кĕреймен 2018 çулта. Çак çитменлĕхе пĕтерме паянах çанă тавăрса ĕçлеме тивет. 

Демографи лару-тăрăвĕ япăхланман: пĕлтĕр 43 пепке кун çути курнă (2017 çулта - 40). Тĕрлĕ сăлтавпа пурнăçран уйрăлса кайнисен хисепĕ те виçĕмçулхинчен пĕчĕкрех. Шухăшлаттараканни акă мĕн - çемье çавăракансен хисепĕ чакни (28 мăшăр, 2017 çулхинчен 5 сахалрах), 13 çемье арканни. 

Ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн А.Удинăн анлă доклачĕ хыççăн пухăва килнисем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Шыв, аякри урамсенче хытă каяшсене вырнаçтармалли контейнерсем çитменни тата ытти те. «Сказка» ача сачĕпе вăтам шкулта, ытти çулсемпе танлаштарсан, сывлăш температури тивĕçтермест. Кашни пăшăрхантаракан ыйту çине тĕплĕ хурав пулчĕ, вĕсене татса пама йывăрлăхсем пулмĕç. 



26 февраля 2019
00:00
Поделиться