Шупашкартан - тăватă Дипломпа, медальпе
Вулакансене аса илтеретĕп, хальхи вăхăтра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен регионти тапхăрĕ иртет.
Февралĕн 8-9-мĕшĕсенче 9-11 класра вĕренекенсен ОБЖ предмечĕпе республика шайĕнчи олимпиада иртрĕ. Калас пулать, унта хутшăнма районта çĕнтерỹçĕ пулнă, чи нумай балл пуçтарнă шкул ачисем кăна тивĕçеççĕ.
Пирĕн район чысне çак предметпа республикăра çулсеренех Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем хỹтĕлеççĕ, лайăх пĕлỹ кăтартса Дипломсемпе таврăнаççĕ. Ĕçре пуян опыт пухнă Ю.Ермолаев çине тăрсах, питĕ тĕплĕ хатĕрлет шкул ачисене çак олимпиадăна. 2009 çултан пуçласа хутшăнаççĕ унăн вĕренекенĕсем ОБЖ предмет олимпиадине. Çак çул Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Руслан Бахитов районта кăна мар, республикăра та çĕнтернĕччĕ (Юрий Федорович унчухне Шăмăршăра ĕçлетчĕ). Унтанпа 10 çул иртрĕ пулин те, пултаруллă, яваплăха туйса ĕçлекен преподаватель хăйĕн хастарлăхне чакармасть-ха. Кашни çулах Диплома тивĕçеççĕ унăн вĕренекенĕсем Шупашкарта. Кăçал та 4 шкул ачи хатĕрленĕ Юрий Федорович регион олимпиадине. Çăмăл мар унта тупăшма: теорипе те, практикăпа та тĕрлĕ лару-тăрура инкекри çынна пулăшма, ăна пуçламăш медицина пулăшăвĕ пама пĕлмелле. Пурнăçра тĕрлĕ хăрушлăх, кĕтмен çĕртен сиксе тухакан инкек-синкек сахал мар: пушарĕ, шыв-шурĕ, радиаципе сиенленнĕ вырăнсем... Тăна çухатсан, ал-урана хуçсан, тăм илтерсен, амансан тата ытти пăтăрмахра çийĕнчех тĕрĕс пулăшу пама пĕлетпĕр-и-ха? 10-11 класра вĕренекенсен автомата хăвăрт салатса пуçтарма тата тĕл пеме те пĕлмелле. Арçын ачасен çар службине хатĕр пулнине кăтартмалла.
Питех те кăмăллă, икĕ кун хушши пыракан тĕрĕслевре Карапай Шăмăршăра вĕренекен Кирилл Степанов (11 класс), Наталия Петькова (10 кл.) тата Татьяна Елисеева (9 кл.) призер Дипломне тата медаль çĕнсе илнĕ. Денис Филиппов та питĕ маттур пулни çинчен калать унăн вĕрентекенĕ, теори тапхăрĕнче малтисен ретĕнче пынăскер, практика заданийĕнче, техника айăпне пула, кирлĕ чухлĕ балсем пухайман. Питех те шел... Çавăнпа та тăваттăшне те чи пултаруллисем тесе шутлатпăр.
Асăннă олимпиадăра Шăмăршăри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Андрей Константинов та палăрнă - призер пулса тăнă (преподавателĕ А.Еремеев). Ăста учительсен вĕренекенĕсем те çирĕп пĕлỹллĕ, района çỹле çĕклеççĕ.
Пурне те республикăри олимпиадăра çитĕнỹ тунă ятпа ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.