Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паттăрсем юнашарах, пирĕн асрах

Паттăрсем юнашарах, пирĕн асрах

КУН хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет... Совет Çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа та 30 çул çитрĕ. 1979-1989 çулсенче Афганистан правительстви ыйтнипе унта пурăнакан мирлĕ халăха душмансенчен, моджахедсенчен сыхлама пирĕн салтаксем алла хĕç-пăшал тытнă. Шăмăршă районĕнчен кăна 156 çын хутшăннă çав юнлă хирĕç-тăрăва, вĕсенчен иккĕшĕ - Валерий Кузнецовпа Владимир Михайлов - ĕмĕрлĕхех унта куçне хупнă... 

Февралĕн 15-мĕшĕнче районти Культура Керменĕнче совет салтакĕсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул çитнине халалласа асра юлмалли мероприяти иртрĕ. 

...Афганистанра, Чечняра, Çурçĕр Кавкавказри «вĕри точкăсенче» çар тивĕçне пурнăçланă ветерансем, паянхи кадетсем, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсен «Пограничник» çар клубĕн активисчĕсем Раççей Федерацийĕн патшалăх тата çар ялавĕсене йăтса сцена çине тухсан залра ларакансем хăйсене вăрçăри лару-тăрăва лекнĕнех туйрĕç пулмалла. Экран çинче - Афганистан вăрçин хăрушă саманчĕсем... Чуна пырса тивекен юрăсем янăраççĕ... Мероприятие ертсе пыра- кан С.Кудряшовпа О.Тимофеевăн хумхануллă сасси кăнтăрти сăртлă-туллă çĕршыври пăлхануллă вăхăта илсе çитерет... Тăхăр çул ытла тăсăлнă вăрçăра мĕн чухлĕ çамрăк тăшмансемпе çапăçнă - интернационалла тивĕçне пурнăçланă. 

Интернационалист-салтаксене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕ, хĕç-пăшаллă лару-тăрура Тăван çĕршыв ятне çỹллĕ тытнăшăн чĕререн тав турĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Çак куна халалласа районти шкулсенче çулсерен паттăрлăх урокĕсем ирттерни, кăçал çуркунне Афганистан тата ытти «вĕри точкăсенче» çар тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса аллея тума палăртни çинчен пĕлтерчĕ Владимир Васильевич. Карапай Шăмăршăра çак событие халалласа кашни çулах хоккей турнирĕ йĕркелеççĕ. 

Çавăн пекех вăл Шăмăршă район администрацийĕн Хисеп грамотипе «афганецсене» тата ытти «вĕри точкăра» пулнă активистсене наградăларĕ. 

Малалла Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă районти интернационалист-салтаксен «Боевое братство» пĕрлешĕвĕн председателĕ Геннадий Ельцов сăмах илчĕ, мероприятие килнĕ юлташĕсене пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. 

Интернационалистсене çавăн пекех Германире службăра тăнă ентешĕсен ячĕпе ГСВГ пĕрлешĕвĕн ертỹçи Александр Карзанов саламларĕ, Шăмăршăра Раççей Геройĕн Олег Долговăн бюстне вырнаçтарас тĕллевпе пыракан ĕçсем çинчен каларĕ, çакна вĕçне çитермешкĕн май килнĕ таран пулăшма ыйтрĕ. 

Кивчукалсем бюст проектне пĕлтĕрех хатĕрленĕ, архитектор та тупнă, укçа хывма ятарлă счет уçнă. Ыр кăмăллă çынсем те çук мар. Чăн малтан укçа-тенкĕпе пулăшма кăмăл тунисенчен пĕри - Виктор Тищенко. Ăна Александр Васильевич «Сто лет Вооруженным Силам» медальпе чысларĕ. 

Егор Сетриванов - районти «Братство пограничников» пĕрлешỹ руководителĕ - тухса калаçни те пурне те тарăн шухăша ячĕ. Яланхи пекех çирĕп те татăклă унăн сăмахĕ. 

- Кирлĕ е кирлĕ те пулман Афганистанри вăрçă пирĕн халăха тенине час-часах илтетĕп. Ку вăл - пирĕн правительствăн приказĕ. Афган халăхĕ пиртен пулăшу ыйтнă. Тăшмана хăйĕн йăвинче тĕп тумалла теççĕ. Кăнтăр енчи чикĕсене çирĕплетме пирĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнă çак утăм. Халĕ, чылай çул иртсен, унчченхи тăшмансем те пирĕн çине урăхла пăхаççĕ, хăйсен айăпне йышăнаççĕ, - çапла вĕçлерĕ сăмахне Егор Михайлович. 

... «Вынести знамя!» - янăрать залра приказ. Е.Михайлов - Карапай Шăмăршăри вăтамшкулта вĕренекен çамрăк армеец - ялав тытса утакансене тата кадетсене чăн- чăн командир сассипе, çар уттипе ертсе пырать. Тек никамăн та курмалла ан пултăрччĕ вăрçă нушисене. Паянхи çамрăксем Тăван çĕршыва темĕнле хăрушă самантра та сыхлама, мирлĕ пурнăçа çăлса хăварма пултарасса шанас килет. Вĕсем камран ырă тĕслĕх илмеллине пĕлеççĕ. Паттăрсем юнашарах. 

Г.ИВАНОВА.



21 февраля 2019
09:03
Поделиться