Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хресченсем çурхи акана хатĕрленеççĕ

Хресченсем çурхи акана хатĕрленеççĕ

РАЙОНТИ хуçалăхсенче çурхи ĕçсене хатĕрленеççĕ. Хальхи вăхăтра акмалли вăрлăха тĕрĕслес, ăна юрăхлă кондицие лартас ĕç пырать. Кăçалхи çурхи ĕçсем ирттерме пурĕ 18950 центнер вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна ытларах та - 21 пин центнер çурă тытса тăраççĕ, çав шутран 81 проценчĕ - акма юрăхлă. Çывăх вăхăтрах 150 тонна çурхи культурăсен тата çĕр улмин 15 тонна элита вăрлăхне туянасшăн. Паянхи кун тĕлне 85 тонна çурхи культурăсен çĕнĕ йышши пысăк пахалăхлă вăрлăхне туяннă та ĕнтĕ. 

Уй-хире апатлантарма 480 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулсан, 110 тоннине кỹрсе килнĕ. 

Ял хуçалăх техникине юсасси те ăнăçлă пырать - техникăн 80 процентне кĕркуннех юсаса лартнă. Çапла вара 65 единица тракторăн хире тухмалла пулсан, вĕсенчен 56шĕ - хатĕр (87 процент). Çурхи ака ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материал 250 тонна кирлĕ пулать - паянхи кун тĕлне 125 тонна хатĕрленĕ. 

Çурхи акана тухма вăрлăх хатĕрлесси тата ял хуçалăх техникине хатĕрлесси малалла пырать. 

О.АЛЕКСЕЕВ.



21 февраля 2019
09:05
Поделиться