Васкавлă татса памалли ыйтусем çĕклерĕç
ЯЛ тăрăхĕсен отчет пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Эрнекун район ертỹçисем Палтиелĕнче пулчĕç, вырăнти активпа пĕрле ял тăрăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2018 çулхи кăтартăвĕсене тишкерсе хаклама тата кăçалхи тĕллевсене палăртма хутшăнчĕç.
Ял-йыш умĕнче Палтиел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ф.Рахматуллов пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Сахал мар лайăх улшăну пулса иртнĕ кунта çулталăк хушшинче: Тукай, Шкул тата Çамрăксен урамĕсенче 1760 метр автомобиль çулĕ сарнă (14 миллион çурă тенкĕлĕх), Палтиелпе Патирек хушшинче çула юсанă; вăтам шкулти спорт залĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, чỹречисене улăштарнă; ялти Культура çурчĕн çивиттине, урайне, кружок ирттермелли кабинетне çĕнетнĕ, йĕри-таврашне карта тытнă. Кăçал вара Палтиелĕнчи Уруков урамĕнчи çула çĕнетесшĕн - «Ялти çулсем» программа пулăшасса шанаççĕ.
805 хуçалăха пĕрлештерсе тăракан ял тăрăхĕнче килĕрен выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, сĕт (пĕр литрĕ - 18 тенкĕ), аш-какай сутса тупăш тăваççĕ. 3 пин çурă çĕр лаптăкĕпе «Мир» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ, «Искра» ял хуçалăх производство кооперативĕ тата 9 хресчен(фермер) хуçалăхĕ усă курать - 2470 тонна тĕш-тырă, 56 тонна çĕр улми, 279 тонна пахчаçимĕç çитĕнтернĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене илес пулсан, 100 тонна сĕт сунă, 20 тонна аш-какай туса илнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, çак кăтартусем, ытти ял тăрăхĕсемпе танлаштарсан, халлĕхе тивĕçтереймеççĕ-ха.
Айккинчен пăхсан, ял пурнăçĕ хăй майĕпе чиперех пырать пек: вăтам шкул, кĕçĕн классем вĕренмелли пĕтĕмĕшле шкул, икĕ садик. Анчах та ача çураласси чакса пыни малашлăхшăн пăшăрхантарать. Пĕлтĕр 11 пепке çеç кун çути курнă (2017 çулта - 16), 32 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Тăватă туй кĕрленĕ, 6 çемье уйрăлнă... Вăй-питти арçынсем аякка ĕçлеме çỹрени те никама та тĕлĕнтермест ĕнтĕ. Çапах та çĕнĕ çурт çавăракансем те çук мар: яла кĕнĕ çĕртех куçа илĕртсе тăраççĕ авă. Çамрăксем çуралнă ялтах тымар яни кама савăнтармĕ?
Куллен кунхи пурнăçра ял-йыша хумхантаракан ыйтусем вара темĕн чухлех пухăнса кайнă. Вĕсенчен чи çивĕччи - ĕçмелли шыв, васкасах çĕнĕ башня тума укçа-тенкĕ тупасси. Юр кайсан килти ĕнесене çỹретмелли кĕтỹ вырăнĕ çукки, рейс автобусĕ çỹреме пăрахни, хуçасăр витесене пăсса Палтиел ял йĕри-таврашне тирпей кỹртесси.
Çавăн пекех пухура районти тĕрлĕ ведомство ертỹçисем хăйсен ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕç: Пенси фончĕн районти пайĕн ертỹçи Д.Федоськин, пушар хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ертỹçи А.Кляжев, полицин участокри инспекторĕ Д.Сейфуллин.
Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Алексеев тата район пуçлăхĕ М.Хамдеев ертсе пычĕç.
Ĕçлĕ тĕл пулу хĕрỹ те активлă иртрĕ. Федерацин тĕрлĕ программисене те çапла хастар хутшăнма сĕнчĕç ял халăхне. Сăмахран, «Çемье фермерĕ», «Çамрăк фермер» тата ытти те. Предпринимателлĕхе аталантарма кирли çинчен те сăмах пулчĕ. Налук пухасси те кăçалхи çул туллин пурнăçланасса шанас килет - çак çитменлĕхе пула 600 пин тенкĕ укçа кĕреймен бюджета.
2019 çул палтиелсемшĕн пур енĕпе те ăнăçлă çул пултăрччĕ!