Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Владимир Денисов: «Пĕр лаптăк çĕр те усăсăр ан вырттăр!»

Владимир Денисов: «Пĕр лаптăк çĕр те усăсăр ан вырттăр!»

РАЙОН администрацийĕ çулсеренех иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетме ял тăрăхĕсене тухса çỹрет. Халĕ те, иртнĕ юнкун, район администрацийĕ тата тĕрлĕ ведомство ертỹçисем ял халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашас, тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшас тĕллевпе Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ертсе пычĕ.

Калас пулать, асăннă ял тăрăхĕ районта пĕчĕккисен шутĕнче мар - 1277 çын пурăнать кунта. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта 180 ача пĕлỹ илет, Асанкассинчи «Ласточка» ача садне 34 ача çỹрет. Икĕ ялта пурĕ 507 харпăр хăй хуçалăхĕ. Ял хуçалăхĕнче усă курма юрăхлă çĕр лаптăкĕ кăна 2395 гектар шутланса тăрать. Çак çĕр çинче 2018 çулта хресчен(фермер) хуçалăхĕсем (вĕсем ял тăрăхĕнче - улттă) 895 тонна тырă пуçтарса илнĕ. Çакă нумай-ши е сахал? Танлаштарса пăхатпăр: карапайсем 909 гектар çинче 900 тонна ытла, васансем 1775 гектар çинчен - 1309 тонна, кивчукалсем 2017 гектартан - 2310 тонна). Паллах, мухтанмалли çук. Тен, фермерсем выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе ăнăçлăрах ĕçлеççĕ? Пĕлтĕр вĕсем пурĕ 92,5 тонна сĕт сутнă. Çав вăхăтрах карапайсем - 804 тонна, пуянкассем - 300 тонна ытла, васансем - 230 тонна сĕт суса илнĕ. Çак лару-тăрăва тишкерсе, пуçлăхсем çапла пĕтĕмлетỹ турĕç: сăлтавĕ - çĕрпе туллин усă курманнинче. Пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăк пуриншĕн те йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çапах та ытти ял тăрăхĕсенче çакă питех сисĕнмерĕ - тăрăшса ĕçлени сая каймарĕ. Патшалăх çут çанталăкран шар курнă хуçалăхсене пулăшу панине шута илсен, тăкаксем саплашмалла та пек. Анчах çак пулăшăва та хăшĕ-пĕри илме тăрăшмасть иккен. Çирĕп тĕллевлĕ чăн-чăн çĕр хуçисем те пур-ха. Акă Сергей Данилов фермер. 153 гектар çĕрпе усă курать вăл. Налук парăмĕсем çук унăн, çумăрсăр çанталăкра сиен курнăшăн патшалăхран 340 пин тенкĕ укçа тивĕçнĕ Сергей Зиноновича. Хуçалăхра пулăшу мар-и-ха çакă? Çак кунсенчех вăл, çурхи акана хатĕрленсе, пĕр миллион тенкĕлĕх элита вăрлăхĕ туянасшăн. 

- Тулă, урпа, çĕр улми вăрлăхĕсене тĕпрен улăштарса, çĕнĕ сортлă элита вăрлăхне кăна акса хăварасшăн, - тет ыранхи кунпа пурăнакан фермер. 

Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕхпе тупăш илме хăнăхнă, уйрăмах Асанкасси ялĕнче 3 е ытларах та ĕне сăвакансем йышлă. Сăмахран, С.Тимошкин, В.Ванюшин, Н.Карсаков, Ю.Марков, П.Исаев, П.Ишмуллин, В.Хватин, Ю.Драгунов хуçалăхĕсем 5-6 пуç ĕне-выльăх усраççĕ. Сĕт хакĕ 17 тенке çитни те хавхалантарать. Ял хуçалăхĕ паянхи чи çывĕч ыйту пулнăран, сăмаха çак отрасльтен пуçлама тиврĕ...

Ытти енĕпе илес пулсан, лайăх ĕçсем, çитĕнỹсем те сахал мар пашьелсен. 

Халиччен кунта пурăнакансене çул-йĕр нушалантарнă пулсан, халĕ вĕсем савăнаççĕ: пĕлтĕр Пăчăрлă Пашьелĕнчи Советская урамра 1255 метр асфальт сарнă - вунă миллион ытла укçа тăкакланă çак ĕçе пурнăçлама. Ял тăрăхĕнчи ытти урамсем те тирпейленсе пыраççĕ - ăçта вак чул сараççĕ, ăçта - юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. 2018 çулта кăна пуçару бюджечĕпе усă курса Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çурчĕн тата Асанкассинчи ача сачĕн çивиттийĕсене улăштарнă, вăтам шкул йĕри-тавра карта тытнă, ача садĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çаксем пурте курăмлă ĕçсем. Кăçал та çул-йĕр ĕçĕсене малалла тăсасшăн: К.Маркс урамĕнчи кĕпере туса пĕтермелле, урамсенчи çула çĕнетсе юсассине вĕçлемелле. Ял тăрăхĕнче тирпей-илем тытса тăрас енĕпе те çулсерен Дипломсем тивĕçет ял тăрăхĕ. Таса та хăтлă пултăр тесе тăрăшаççĕ кунта. Кăçал туса ирттермелли тепĕр яваплă ĕç - çĕр пайĕсене пăхса тухса тепĕр хут ĕçе кĕртесси. Кашни çĕр лаптăкĕ усă кỹтĕр, тупăш патăр тесе шутлаççĕ ял тăрăхĕн администрацийĕнче. Çĕр налукĕ туллин пырса тăрсан, бюджетра та укçа пулĕччĕ. 

- Пушартан сыхă тăма пысăк шыв управĕ кирлĕ пулать, - тет ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Угарин, - ăна ăçта вырнаçтармаллине палăртса хунă ĕнтĕ. 

Налуксем вăхăтра тата йĕрке хушнă пек пырса тăнă пулсан, çул-йĕр юсасси, ача-пăча площадки тăвасси тата ытти вак-тĕвек ĕç пăшăрхантармĕччĕ - тивĕçлĕ 100 пин тенкĕ кĕреймен ял тăрăхĕн бюджетне! Çак çитменлĕхе пĕтерессишĕн çине тăрсах вăй хума тивет. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуян опычĕ, ăсталăхĕпе хастарлăхĕ кăçалхи çул пĕтĕм çитменлĕхсене çĕнтерме пултаратех тесе шутлатпăр. 



08 февраля 2019
10:59
Поделиться