Министр ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ
...Паллах, пурнăç тăрăшшĕн виçи ытларах чухне лайăх пахалăхлă медицина пулăшăвне пурăнакан вырăнтах илме май пулнинчен килет. Йĕркеленсе çитнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, поликлиникăсенче тăрăшакансем вырăна тухса çỹрени лайăх пулăшу шутланать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.
ФЕВРАЛĔН 5-мĕшĕнче Шăмăршăри тĕп больницăра Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов пулчĕ, коллективăн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Унти тĕп врач Ирина Смирнова районти сывлăх сыхлавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тата тĕп ыйтусене уçăмлатрĕ. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов хутшăнчĕ.
Районти сывлăх тытăмĕнче пурĕ 207 çын тăрăшать, вĕсенчен 27шĕ - врач, 109шĕ ятарлă пĕлỹллĕ медицина ĕçченĕ. Вĕсем хăйсен тивĕçне районта пурăнакансен сывлăхне вăхăтра тĕрĕслесе тăрасси тата упрасси тесе ăнланаççĕ. Çак тĕллевпе пĕлтĕр 2203 çын диспансеризаци витĕр тухнă, ăна пула çĕр вун сакăр çыннăн чирне тупса палăртнă. Чирлисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парассине кашни медицина ĕçченĕ чи малти вырăна хурать. Кунта çак ĕçе хальхи йышши çĕнĕ меслетсемпе туллинрех усă курса ĕçлеме пур майсем те çителĕклĕ. Уйрăмах демографи тĕлĕшĕпе - çыннăн вăтам ĕмĕрне вăрăмлатас енĕпе тăрăшма тивет. Вăраха тăсăлакан чирсемпе (хронические заболевания) нушаланакансене тăтăш тĕрĕслесех, пулăшсах тăмалли çинчен те сăмах пулчĕ канашлура.
Кăçалхи ĕç планĕнче - районти сиплев учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе туллин тивĕçтересси, больницăн пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, ача-пăча корпусне тĕпрен юсасси, больницăн йĕри- таврашне илем, хăтлăх кỹртесси тата ытти те.
Канашлу хыççăн Владимир Николаевич районти тĕп больницăн амбулатори, хирурги тата терапи уйрăмĕсене, ача-пăча консультацине çитсе курчĕ, пациентсемпе тата медицина ĕçченĕсемпе калаçрĕ.
Юлашкинчен В.Викторов министр тĕп больница коллективне пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕ каларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ.