Малашлăхне наукăпа çыхăнтарасшăн
АЛЕКСАНДР ПОЛКОВНИКОВ кăçал Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Хăйĕн пуласлăхне уççăнах курать: хими наукипе çыхăннă вăл. Çак предмета 4 çул тарăннăн вĕренсе пырать вăл. Шкулти учебниксем тахçанах çырлахтармаççĕ ăна - ятарлă хушма литература пулăшнипе аслă шкул программине те хăй тĕллĕн парăнтарать. Ахальтен 10-мĕш класра Шупашкарта регионти хими олимпиадинче призер пулайман пулĕччĕ.
- Саша - ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăс-тăн , çирĕп характер, чăтăмлăх çитерме пултаракан вĕренекен. Ун пек пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăкпа ĕçлеме те çăмăл, - кăмăллăн пĕлтерет хими тата биологи учителĕ Нина Гордеева. - Биологипе те яланах чи нумай балсем унăн район шайĕнчи олимпиадăра. Ун çине пăхса тĕлĕнетĕп те, савăнатăп та: епле тăрăшуллă та маттур шкул ачи вăл!
Тĕрлĕ енлĕ аталаннă йĕкĕт вăл А.Полковников: 5 çул хушши искусство шкулĕнче ỹкерес ăсталăхне туптанă, çавăн чухлех музыка шкулĕнче гитара калама вĕреннĕ. Кĕнекепе вара пĕчĕкренех туслă - анлă тавра курăмлă çамрăкшăн унта вуласа пĕлмелли яланах тупăнать. Интернетпа та анлă усă курать - ЕГЭ, олимпиадăсене хатĕрленме материалсем пайтах унта.
Вăтам шкулта 5-9 классенче Саша кадет пулнă. Çавна май республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăннă: Георги бал ташши, кадет тĕрĕслевĕ, Гранд-марш утасси. 2016 çулта çак конкурссенче кадет отделенийĕпе призер Дипломне те тивĕçнĕ.
Вĕренỹре кăна мар, спортра та (футболла ăста вылять), шкулти обществăлла ĕçсенче те хастар Александр. Шăмăршăри вăтам шкулти «Вместе» ачасен организацийĕ йĕркелекен мероприятисенче активлăхпа, пуçарулăхпа палăрса тăрать. Юлташĕсемпе, учительсемпе яланах çепĕç, савăк та уçă кăмăллă, хуть хăçан та хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлет. Çавăнпа ĕнтĕ ăна пĕр класра вĕренекенсем те, педагогсем те хисеплеççĕ. Хăй те аслисен ырă сĕнĕвĕсене ăша хывать, вĕсене вĕренỹри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăрать.
Мĕнех, эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне вăтам шкула чи лайăх паллăсемпе вĕçлесе хăйне килĕшекен специальноçпа вĕренме кĕме ăнăçу сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.