Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Отличник, спортсмен, активист

Отличник, спортсмен, активист

ВЯЧЕСЛАВ ЦЫГАНОВА, Шăмăршăри вăтам шкулăн 11-А класĕнче вĕренекенне, пĕчĕкренпех пĕлетĕп: районта иртекен «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисенче, спорт ăмăртăвĕсенче яланах хастар вăл. Уйрăмах футболла, баскетболла выляма юратать. Çăмăл атлетикăпа, шывра ишессипе те яланах лайăх çитĕнỹсем унăн. 

Вячеслав 5-9 классенче кадет класĕнче вĕреннĕ. Çакă ăна çирĕп йĕркене пăхăнса пурăнма, коллективпа туслă пулма, пĕр- пĕрне пулăшса тăма вĕрентнĕ. Çирĕп тĕллевлĕ, ырă кăмăллă сăпайлă юлташне кадетсем тăтăш отделени командирĕ пулма суйлаççĕ. Çак шанчăка вăл тĕрлĕ çулсенче пĕрре кăна мар районти тата республикăри конкурссенче çирĕплетнĕ. Спортпа çар вăййисенче «Командир шагает впереди» тупăшура республикăра та çĕнтерỹçĕ пулнă. Пултаруллă командир ертсе пыракан кадетсем 2016 çулта республика шайĕнчи «Зарницăра» 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. 

Чи асра юлнă самантсенчен пĕри - çитĕнỹсемшĕн çав çулхи кĕркунне «Орленок» Пĕтĕм Раççейри ачасен центрĕнче 3 эрне канма тивĕçни. В. Цыганов 2017 çулта та çар вăййисенче, спортра, вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн «Артек» ача-пăча лагерĕнче канма ирĕк çĕнсе илнĕ. 

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп лăпкă та савăк кăмăллă йĕкĕтрен: епле май тупса пĕтерет-ши вăл тĕрлĕ енлĕ аталанма? Футбол секцине çỹрет (тренерĕ С.Хафизов), тĕрлĕрен спорт вăййисене хутшăнать, çăмăл атлетикăпа та хăвăртлăхне ỹстерсех пырать. Çак хушăра вĕренỹ çине те çителĕклĕ таран тимлĕх уйăрать - пур предметпа та «пиллĕк» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Вячеслав уйрăмах килĕштерекен уроксем: математика тата информатика. Шкул шайĕнчи предмет олимпиадинче физкультурăпа, вырăс литературипе, географипе пуринчен нумай балл пуçтарса - çĕнтерỹçĕ, физикăпа тата математикăпа - призер Дипломĕсене тивĕçнĕ. Вăл шкулти обществăлла пурнăçра та яланах хастар, пуçаруллă. 

Вячеслав вăтам шкула ăнăçлă вĕçлесе аслă шкула кĕме хатĕрленет. Пурнăçра вара диплом çеç мар, çынлăх, лайăх кăмăл та пысăк вырăн йышăнать. 

- Шанчăклă, уçă кăмăллă, туслăха упрама пĕлекенсене хисеплетĕп, - пĕлтерет вăл тĕплĕ шутланă хыççăн. - Вĕсемпе хуть мĕнле йывăрлăха парăнтарма та çăмăл. Коллектив туйăмĕ пурри те питĕ пĕлтерĕшлĕ, - кашни сăмахне виçсе калаçать стипендиат. 

Нумай калаçма юратмасть вăл. Анчах та панă сăмаха пурнăçлатех. Ячĕшĕн мар, тĕплĕн, вĕçне çити, пысăк пахалăхпа. Çапла вĕрентеççĕ ăна тăван çемйинче те, шкулта та. 

Малашне те çитĕнỹсем кăна пулччăр мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн! 

Г.ИВАНОВА.



22 января 2019
15:06
Поделиться