Кăшарнире шыва кĕрсе тасалчĕç
ПРАВОСЛАВИ тĕнне ĕненекенсемшĕн Кăшарни пысăк вырăн йышăнать. Çак уяв тĕлне пирĕн районта шыва кĕмелли ятарлă 3 вырăн хатĕрленĕ - Шăмăршăра, Анат Чаткасра тата Ярăславра. Унта Кăшарни каçĕнче 2 пин ытла çын шыва кĕни паллă. Хăшĕсемшĕн пăрлă шыва чăмса тухасси нимех те мар - кашни çулах хутшăнаççĕ çак йăла-йĕркене, чылайăшĕ вара шыва кĕрекенсене хавхалантарма пуçтарăннă. Калас пулать, вакă патне пымалли вырăна хăмаран картлашкасем туса хунă, салтăнса тăхăнмалли палаткăсем вырнаçтарнă тата шыва кĕрекенсене вĕри чейпе тивĕçтернĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем, çăлавçăсем, медицина ĕçченĕсем те вакă çывăхĕнчех тăнă.
ШĂМĂРШĂ ялĕнчи Хĕрлĕ Хырта вырнаçнă пĕвене шыва кĕме пухăннă çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Алексеев уяв ячĕпе саламланă, пурнăçра телей, ăнăçу сунса сывлăхпа çирĕп çынсене шыва кĕме чĕнсе çапла каланă: «Кăшарни каçĕнче шыва кĕни çĕнĕ вăй-хăват парать, çакă сывлăхшăн усăллă теççĕ».
АНАТ ЧАТКАСРИ пĕвене те халăх самаях пуçтарăннă: хăшĕ шыва чăмса тухнă, хăшĕ питне-куçне çăл шывĕпе йĕпетнипех çырлахнă. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пыракансем пĕтмеççĕ-ха. Чиркỹ çумĕнчи çăл шывне савăт-сапана тултарса каякансем Кăшарни каçĕнчи шыв асамлă пулнине ĕненеççĕ. Пачăшкă вакри шыва кĕл туни те çакна шанма май парать.
КИВĔ ЧУКАЛТА пурăнакансем те Кăшарни каç Комсомольски урамĕнчи пусă тĕлне пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнчĕç. Çак çăлри шыв уйрăмах ырă вăй-хăват парасса шанаççĕ ял çыннисем - унти çăл нимĕнле шăрăх çанталăкра та типмест, çулран çул çĕнелсех пырать. Хĕрарăмсемпе ача-пăча çĕр варринче çăл шывне ăсрĕç, савăт-сапа çине тултарса килĕсене илсе кайрĕç. Тепĕр кунне те çын татăлмарĕ çак çăл куçран: çитĕннисем шыв йăтрĕç, ача-пăча тăвайккинчен çунашкапа ярăнчĕ, вылярĕ- кулчĕ.
Уяв пăтăрмахсăр, кăмăллă иртрĕ.
Н.ИЛЬИНА,
Е.ЖОЛОБОВА.