Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спорт - сывлăх çăлкуçĕ

Спорт - сывлăх çăлкуçĕ

 АНТОН ЧУРАЕВ Шăмăршăри вăтам шкулта 11-Б класра вĕренет. Ăна   эпир кашни çулах районти тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче, «Зарница» тата «Орленок» спортпа çар вăййисенче курма хăнăхнă - унсăрăн пĕр тупăшу та иртмест пуль (учителĕсем М.Яковлев тата А.Еремеев). Кросс чупасси, дзюдо тата самбо енĕпе кĕрешесси, кире пуканĕсене вылянтарасси уншăн илĕртỹллĕ спорт тĕсĕсем. Кадетсем хушшинче тĕл перессипе те республикăра çĕнтерỹçĕ пулнă вăл. Йĕлтĕрпе те киленсех чупать. 

Çавăнпа та Антон шкулти «Подвиг» çарпа патриот клубĕн тата юнармеецсен отделенийĕн командирĕ пулнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Пĕр енчен, вăл спортпа пиçĕхнĕ каччă, тепĕр енчен - хăйпе пĕрле вĕренекенсене ертсе пыма пултаракан шанчăклă юлташ. Килĕштереççĕ сăпайлă та ырă кăмăллă Антона пĕр класри яшсемпе хĕрсем. Пурне те йывăрлăхра пулăшма тăрăшать вăл, никама та тимлĕхсĕр хăвармасть. 

Çар вăййисене 7-мĕш класранпа хутшăнать. Кĕрешме вара «Туслăх» ача-пăча спорт шкулне 1-мĕш класранпах çỹрет. Дзюдо тата самбо меслечĕсемпе çитĕннисен пĕрремĕш разрядне пурнăçланă. Унăн тренерĕ А.Ичанкин çамрăк кĕрешỹçĕн çитĕнĕвĕсемпе питех те кăмăллă. Анчах та вĕсем çăмăллăн килмеççĕ. Антон уроксем хыççăн кашни кунах районти физкультурăпа спорт комплексне тренировкăсене çỹрет: тренажер залĕнче вăй-халне тĕреклетет, бассейнра ишет, кĕрешет. Никам хистемесĕр, хăй тĕллĕн. Вăл мĕн пĕчĕкрен Владимир тетĕшĕнчен тĕслĕх илсе çитĕнет, спортпа аталанать. Ахальтен мар физкультура тата ОБЖ предмечĕсем уншăн - чи юратнисем. Унсăр пуçне спорт чун çирĕплĕхне те йĕркелет, коллективпа килĕшỹре пурăнма та вĕрентет. Калас пулать, Антон вĕренỹре те пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пырать. 

Мĕнпе кăна интересленмест-ши мал ĕмĕтлĕ çамрăк? Кĕнеке вулама та килĕштерет. Хальхивăхăтра, сăмахран, А.Чураев тĕнчипе паллă Д.Карнеги çыравçăн психологи тата философи ыйтăвĕсене уçса паракан кĕнекине вуласа ăс-тăнне пуянлатать. Музыкăна та юратать - пĕлтĕр вăл районти призывниксен конкурсĕнче гитарăпа каласа патриот юррине илемлĕ шăрантарнăшăн Диплома тивĕçнĕччĕ. 

Кăçал А.Чураев вăтам шкулпа сыв пуллашать. Тен, хăйĕн пулас профессине те спортпах çыхăнтарĕ. Кам пулсан та, ăшă кăмăллă каччăна ăнăçу кăна сунатпăр. Чĕрỹнти ырă туйăмусем нихăçан та ан çухалччăр, хальхи пекех пурне те савăнтарса кăна тăччăр. Телейлĕ çул пултăр сана, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ! 

Г.ИВАНОВА.



18 января 2019
09:24
Поделиться