Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чирлисене сиплĕç, ыттисене сывлăха упрама вĕрентĕç

Чирлисене сиплĕç, ыттисене сывлăха упрама вĕрентĕç

Пирĕн çĕршывра 21 çул тултарнă тата аслăрах çынсем пурте диспансеризаци программипе усă курма пултараççĕ. 

Диспансеризаци тĕп тĕллевĕ - çынсен сывлăхне пăхса тăрасси тата чир-чĕре пуçламăш тапхăрта тупса палăртасси. Çул ỹсĕмне кура диспансеризацире тĕрлĕ тĕрĕслев ирттермеллине çирĕплетнĕ. Вĕсем кашни çынна анлă тĕрĕслев витĕр кăларма тивĕç. Ку вара чылай чир-чĕре тупса палăртма пулăшмалла. 

Чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне, сывлас органĕсен тытăмне, тĕрлĕ йышши шыçăсене, эндокрин тытăмне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе çыхăннă чире пула çынсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каяççĕ. Шăмăршă район тĕп больницинче пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта диспансеризаци тĕрĕслевне çак çулсенче çуралнисен хутшăнмалла: 1920, 1923, 1926, 1929, 1932, 1935, 1938, 1941, 1944, 1947, 1950, 1953, 1956, 1959, 1962, 1965, 1968, 1971, 1974, 1977, 1980, 1983, 1986, 1989, 1992, 1995, 1998. 

Палăртса хăвармалла, диспансеризацие куллен медицина тĕрĕслевне хутшăнакансем те (ĕçлекен çынсем), ниçта та ĕçлемен çынсем те хутшăнма тивĕç. Тĕрĕслев тỹлевсĕрех иртмелле. Çакна Раççей Федерацийĕнче çынсен сывлăхне сыхласси çинчен калакан саккунпа палăртнă. Аслисен кун пек тĕрĕслеве виçĕ çулта пĕрре тухмалла. 

Ачасен диспансеризацийĕн те хайнеевĕрлĕхĕ пур. Вĕсене кашни çулах тĕрĕслеве явăçтараççĕ. Ку йĕрке РФ Сывлăх сыхлав министерствин 514Н номерлĕ приказĕ- пе килĕшỹллĕн пулса пырать. 

Диспансеризаци тухас тĕллевпе аслă ỹсĕмри çынсен участокри терапевт патне каймалла, регистратурăра та кун пирки пĕлтермелле. 

Нумай чухне çынсен диспансеризаци тĕрĕслевне вĕçлеме вăхăт çителĕксĕр. Çавна май хăш-пĕр регионта ĕç паракансем ĕçлекенсене 2018 çулта диспансеризаци тухма «харпăр хăй счечĕпе» пĕр кану кунĕ илме е отгулпа усă курма сĕннĕ. Халĕ вара ĕç паракан ĕçлекене диспансеризаци тĕрĕслевне хутшăнма пĕр кану кунĕ пама тивĕç. Уншăн ĕç укçи тытса юлмалла мар. Çакна саккунпа çирĕплетнĕ. 

Саккун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас пулсан вара, унта «пенсичченхи ỹсĕме» çывхаракан çынсем çулсеренех кун пек икĕ кунпа усă курма пултарнине те каланă. Çапах та «канмалли кун» правипе усă курнă ĕçлекенсенчен ертỹçĕ диспансеризаци е медицина тĕрĕслевне ирттерни çинчен справка ыйтма та ирĕклĕ. 

Диспансеризаци тухнă çынсене тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем тăрăх, сывлăх шайне кура, виçĕ ушкăна уйăрса палăртаççĕ. Чир-чĕр тупса палăртнисене çийĕнчех сиплеве яраççĕ. Ыттисемпе вара сывлăха малалла мĕнле меслетсемпе усă курса упрамалли çинчен калаçу ирттереççĕ. 

В.ГОЛОВИНСКАЯ.



18 января 2019
09:32
Поделиться