"Эп - телейлĕ çын!"
Анат Чаткасри М.И. Тихонов кăçалхи раштав кунĕнче 70 çул тултарчĕ. Юбиляра саламлама-чыслама çывăх çыннисем, тус-тăванĕ, кỹрши-арши йышлăн пуçтарăнчĕç. Сĕтел тулли тутлă апатпа сайланнă май концерт та пăхрĕç. Çапла, çапла. Ачисем ашшĕне сума суса Пуянкассинчи Н.П. Федотова ертсе пыракан «Аххаяс» фольклор ансамбльне те чĕнсе илнĕ. Çемйипе, хăнасемпе чăваш халăхĕн ытарайми юрри- ташшине итлесе-курса савăнчĕ Михаил Ильич. Хăтăшсем те - ăста купăсçăсем – пурин кăмăлне каймалăх кĕвĕ шăрантарчĕç... Мĕнешкел пысăк чыс!
70 çул – 7 кун мар. Çак тапхăра пархатарлăн утса тухрĕ юбиляр. Пурнăç парнеленĕ çыннисен пилĕпе, çумри мăшăрĕн иксĕлми юра-тăвĕпе, ачи-мăнукĕсен вĕçĕмсĕр тимлĕхĕпе.
Амăшĕ – Ирина Петровна, хастар колхозница пулнăскер, ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен ĕçе, тирпейлĕхе хăнăхтарнă. Ашшĕ – Илья Петрович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн колхоз председателĕнче, ял Советĕнче ĕçленĕскер, ачисене яваплăха, çирĕплĕхе аталантарнă.
Сакăр пĕр тăванран çиччĕмĕш вăл Михаил Ильич. Аппăшĕсемпе, пиччĕшĕпе, йăмăкĕпе кашни ĕçе пĕрле канашласа тунă – туслăх, тăванлăх хакне ачаран ăнланнă.
Анат Чаткасри 8 çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ пухнă чухнех çуллахи каникулсенче колхоз кĕтĕвне кĕтнĕ, - ĕç тутине пĕлсе çитĕн- нĕ. Алла аттестат илсен «Восход» колхозăн ĕçĕсене хутшăннă. Часах романтик туйăмлă Михаил Çĕпĕре тухса кайнă. Кемерово облаçĕнче электрик специальноçне вĕреннĕ.Электромонтажникре тăрăшнă. Кирек мĕнле çанталăкра та çỹллĕ юпасем çине электричество пралукĕ çакнă, ăна вуншар-вуншар çухрăма тăснă. Тăрăшуллăскере Казахстана та командировкăна янă. Çапла Тимертау, Караганда хулисенче те ĕçлесе курать чăваш каччи.
Ят тухсан Михаил Тихонов Лăпкă океан флотне службăна лекет. 1968-1971 - çулсенче Хабаровск крайĕнче хăватлă карапсем çинче Тăван çĕршыв умĕнчи сăваплă тивĕçе пурнăçлать Тихонов аслăматрос.
Демобилизаци хыççăн Михаил ĕç биографине çуралнă кĕтеспе çыхăнтарать. Тăван «Восход» хуçалăхра электрикра, газоопера- торта тимлет. «Чебурашка» ясли-садра слесарьте вăй хурать. Каярах кỹршĕллĕ Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Янтуканăн ял хуçалăх ĕçне çỹрет. Çапла, нихçан та алă усса ларман Михаил Ильич.
1973 çултанпа пурнăçăн анлă çулĕпе алла-аллăн тытăнса утать М.И. Тихонов юратнă мăшăрĕпе Ольга Феофановнăпа. Чĕкеç аппа – чаткассемех, ĕçчен те йĕркеллĕ кил-йышра çунат сарнă. «Восходăн» тĕп экономистĕнче, ял Советĕнче, ферма заведующийĕнче нумай çул хушши ĕçлерĕ.
Халĕ Тихоновсем хăйсем лартнă кермен пек çуртра иккĕшех пурăнаççĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çын ăмсанмалăх тулăх пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.
Ачисем тăван йăвана килсех çỹреççĕ, ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ĕçре пулăшаççĕ. Вĕсемпе савăнмалăх та, мăнаçланмалăх та пур. Кашнийĕ çемьеллĕ, аслă пĕлỹллĕ, пурнăç тĕллевне чун туртнă ĕçре тупнă.
Асли – Ирина – библиотекарь; Шăмăршă районĕн централизациленĕ библиотека системин директорĕ. Хайпăлана качча тухнă.
Иккĕмĕш хĕрĕ – Вероника - Анат Чаткас каччипе шăпине çыхăнтарчĕ. Халĕ Тольяттире пурăнать. Вăл – финансист, налук сферинче ĕçлет.
Кĕçĕнни – Владимир - Каçалта тымар янă. Полицире тимлет.
Канупа уяв кунĕсенче Тихоновсен çурчĕ мăнукĕсен шỹт-куллипе тулать. Аслă ăру çыннисемшĕн ултă мăнукĕ – чун йăпатмăш.
«Мăшăр çумра пулсан,
Ачасем сума сусан,
Мăнуксем ытам тулли пулсан
Çут тĕнчере мĕншĕн пурнас мар?!!» - тет вара юрă сăмахĕпе Михаил Ильич – тĕлейлĕ упăшка, юратнă ашшĕ, ытарайми кукашшĕ тата аслашшĕ. Кун çумне мĕнех хушса калайăн...
Зинаида ВОРОБЬЕВА.