«Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра...»
КĂÇАЛХИ Раштав праçникĕ Пачăрлă Пашьел ялĕнчи Угаринсемшĕн нихçанхинчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Çак кун Татьяна Николаевна Угарина - тыл тата ĕç ветеранĕ - 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна 3 ывăлĕпе кинĕсем, йышлă мăнукĕсем чун-чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та Ĕçлĕх Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне саламласа ăшă сăмахсем каларĕ, асăнмалăх парнепе чысларĕ.
... Татьяна Базарова (хĕр чухнехи хушамачĕ) Пăчăрлă Пашьел ялĕнче 1929 çулта çуралнă. Виççĕмĕш хĕр пулнă вăл ялти пĕрремĕш ял Совет председателĕн çемйинче. Ашшĕн, Николай Степановичăн, 1914 çулта çар тивĕçне пурнăçлама патша çарне кайнăскерĕн, граждан вăрçине те хутшăнма тивнĕ. Карпатри, Петербургри, Украинăри, Белоруссири çапăçусенче пулнă. Çичĕ çултан тин, 1921 çулта, тăван килне таврăнать вăл. Тинех çĕр ĕçĕпе пурăнма май тупăнать хресчене. Анлă тавракурăмлă, тĕнче курнă арçынна 1929 çулта тин çеç чăмăртаннă колхоза ертме пыма шанаççĕ. Ашшĕн çирĕп йĕрки, яваплăхĕпе ĕçченлĕхĕ ачисене те куçнă.
Татьяна 1943 çулта ялти вăтам шкулăн 7 класне «5» паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпỹри совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Çак çул 48 çулхи ашшĕ каллех фронта тухса каять - хальхинче тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн... Артиллерист 2 Белорусси фрончĕн йышĕнче Висла тата Одер юханшывĕсем урлă каçса, тăшмана анăçалла хăвалать. Телее,1945 çулхи августра килне тĕрĕс-тĕкелех çĕнтерỹпе таврăнать.
Татьяна та 1946 çулта техникумран агроном специальноçĕпе «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе тухать. 1946-1947 çулсенче çамрăк хĕр Кивĕ Чукалта агрономра ĕçлет, ун хыççăн Пăчăрлă Пашьелĕнче ял хуçалăх продукчĕсене хатĕрлекен пулса тата тĕрлĕ тивĕçре тăрăшать. 1959 çултанпа вара пĕр улшăнми 30 çул хушши - суту-илỹре вăй хурать. Ялти лавккара сутуçăра ĕçлеме пуçлать вăл. Тăрăшуллăскер, плана яланах ирттерсе пурнăçлать. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме те хăраса тăмасть - районта пуçласа бригада меслечĕ çине куçать. Унсăр пуçне, вăл ертсе пыракан коллектив самообслуживани мелĕпе те районта пуринчен малтан ĕçлеме пуçлать. Калас пулать, пĕрне-пĕри шанса, пулăшса пыни лайăх çитĕнỹсем тума май панă. Килĕшỹре - вăй тени тĕрĕсех çав. Кунта, паллах, ертỹçĕн - лавкка заведующийĕн тỹпи пысăк. Ахальтен мар Татьяна Николаевнăна ĕçри лайăх кăтартусемшĕн райпо тата Чăвашпотребсоюз Хисеп грамотисемпе тăтăш хавхалантарса тăнă, 1976 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Хастар сутуçă пĕр ялти каччăпа Василий Угаринпа çемье çавăрнă, виçĕ ывăл çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Шел, чире пула çамрăкла уйрăлса кайнă çут тĕнчерен Василий Алексеевич. Ывăлĕ семшĕн вара амăшĕ халĕ те пурнăç тĕрекĕ пулса тăрать, вĕсен кулленхи ĕçĕсемпе интересленсе ырă канашсем парать.
Ывăлĕсене виççĕшне те хăйĕн çывăхĕнче курма ĕмĕтленнĕ вăл. Çакă пурнăçланнăшăн питĕ савăнать амăшĕн чунĕ. Виççĕшне те сывлăхлă, ăслă-тăнлă çитĕнтернĕшĕн пушшех хĕпĕртет. Виççĕшĕ те салтака кайма юрăхлă пулнă, кашнийĕ çемьеллĕ, тăван ялтах çурт-йĕр çавăрса тĕпленнĕ. Татьяна Николаевна халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Валерий Васильевич, аслă пĕлỹллĕ инженер, - халĕ Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ.
Аслă ывăлĕ - Николай Васильевич - колхоз производствинче вăй хунă: тĕрлĕрен яваплă тивĕçре тăрăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Вăталăх ывăлĕ - Юрий Васильевич - кооператив техникумĕнче, ял хуçалăх институтĕнчи агрономи факультетĕнче тата каярах куçăмсăр майпа Санкт-Петербургри университетра менеджмент специальноçĕпе ăс пухнă. Пăчăрлă Пашьел ял Совечĕн председателĕ, Шăмăршăри райпо тытăмĕн ертỹçи, «Аврора» коллективлă пĕрлешỹ директорĕ, «Калинино» ОАО руководителĕ, «Росгосстрах-Поволжье» ООО Шăмăршăри филиалĕн начальникĕ... Çак тивĕçсене Татьяна Николаевнăн вăталăх ывăлĕ тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа районта хисепе тивĕçнĕ.
- Пирĕн анне уçă кăмăллă, çынна ăнланма пĕлекен çын. Ял-йышпа та, çывăх çыннисемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл. Халĕ те, çак çулта пулсан та, пурне те пулăшма тăрăшать. Ачисене, 9 мăнукне - нихăшне те тимлĕхсĕр хăвармасть. Кĕçĕн мăнукĕсен (вĕсем хальлĕхе тăххăрăн) сывлăхĕпе те интересленсех тăрать: шкулта епле вĕренеççĕ, садикре мĕнле аталанаççĕ - пурне те пĕлесшĕн, пуриншĕн те канăçсăрланать ватă асламăшĕ, - каласа парать хунямăшĕ çинчен вăталăх кинĕ Галина Григорьевна. - Тата пурнăçа юратать, савăнма пĕлет. Куçлăхсăрах «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатăн кашни номерне пĕр йĕрке сиктермесĕр пуçламăшĕнчен юлашки страницине çитиех вуласа тухать, район хыпарĕсене пĕлсе тăрать.
Мăнукĕсем те хуларан яла килсенех асламăшĕ патне васкаççĕ, ăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Ватă çын ырă сунни те мĕне тăрать!
«Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра?
Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра...» - уçă сассипе пỹрте янраттарса юрлать Татьяна Николаевна хăнасем пуçтарăнсан. Çак юрă сăмахĕсем шăпах вăрăм ĕмĕрлĕ хисеплĕ çыннăн кун-çулне уçса параççĕ. Куç тулли телей 90 çулхи юбилярăн: ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать вăл. Пурте тулăх пурнăçпа, ял-йыш хушшинче ырă ятпа пурăнаççĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ хĕрарăмшăн чăн-чăн ăраскал?
Хисеплĕ Татьяна Николаевна, эпир те Сире сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, телейлĕ ватлăх сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.