Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хисеплеççĕ ăна ял-йышра

Хисеплеççĕ ăна ял-йышра

КИВĔ ЧУКАЛТА пурăнакан Римма Лубошнова çак кунсенче 55 çул тултарчĕ. Çак ялтах çуралса ỹснĕ вăл. Ялти шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче 1982-1985 çулсенче вĕренсе ветеринари фельдшерĕн дипломĕпе тăван яла таврăннă. 

Çапла 1985 çултанпах пурнăçлать вăл хăйĕн фельдшер тивĕçне, кăçалхипе 34-мĕш çул. Малтанах «За коммунизм» колхозра фермăра тăрăшнă. Ĕне, сысна, сурăх фермисем пулнă ун чухне пĕрлешỹллĕ хуçалăхра. Ял çыннисем те килĕрен выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ.

1989 çултанпа ветлечебница участокĕ Вырăс Чукалне куçнă. Çав вăхăтра вăл 7 ветеринари ĕçченне пĕрлештерсе тăнă - Кивĕ Чукал, Вырăс Чукал, Çĕнĕ Чукал, Улмаллă , Шамкай ялĕсене çуран та, лашапа та, май пулнă чухне машинăпа та тухса çỹренĕ. Халĕ вара, колхозсем арканнă хыççăн, икĕ фельдшер ĕлкĕрсе тăраççĕ кил - хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх е чир-чĕр çаклананасран сыхласа . Ялĕсенче те пуринче те выльăх усрамаççĕ ĕнтĕ . Сăмахран, Шамкайра выльăх çук. Улмаллăра та шултра мăйракаллă выльăх тытакансен хисепĕ чаксах пырать. Темиçе çул каялла акă Вырăс Чукалĕнче çуркуннепе ешĕл курăк çине 3 ĕне кĕтĕвĕ тухнă пулсан, халĕ пĕр кĕтỹ - 20 сăвăнакан ĕне. Çавăнпа та кашни выльăха упраса хăварассишĕн питĕ тăрăшаççĕ выльăх фельдшерĕсем. Кирлĕ пулсан - ăнсăртран чирлесе ỹксен е пăруланă вăхăтра - çĕр варринче те вĕсенчен пулăшу ыйтма килеççĕ. Римма Ильинична хăнăхнă çакна - васкаса тумланать те тухса чупать инкеке лекнĕ выльăх патне. Чунлăвĕт вĕсем те, калаçма кăна пĕлмеççĕ. Анчах та опытлă фельдшер вĕсене сăмахсăрах ăнланать, самантрах пулăшу парса çăлса хăварма тăрăшать. Çапла çулсерен выльăхсене сикекен чирсем ересрен килĕрен çỹресе прививка тăвать, вĕсене тĕрĕс апатлантарма сĕнỹсем парать, чирлесен сыватать Римма Лубошнова. Хăйĕн хуçалăхĕнче те пĕр картиш выльăх: ĕне, 2-3 пăру, йышлă сурăхсем, 3 пуç сысна. Çамрăк чухнехи пекех чупса çỹресе ĕçлет вăл килĕнче те. Ĕçтешĕсем унăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен тĕлĕнеççĕ - ăçтан вăй-хăват çитерет вăл? Кашни çынпа кăмăллă калаçать, такампа та пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ахальтен мар Римма Ильинична ĕçне ял-йыш кăна мар, ведомствăра та тивĕçлĕ хаклаççĕ. Çакна Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин Хисеп грамоти тата Тав çырăвĕ çирĕплетеççĕ. Шăмăршă районĕнчи выльăх чир-чĕрĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕ те Хисеп грамотисемпе хавхалантарсах тăрать. 

Мăшăрĕпе - Константин Максимович Лубошновпа - икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ вĕсем, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Икĕ ывăлĕ те çемьеллĕ. 

Эпир те ĕçчен те сăпайлă Римма Ильиничнăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, пурнăçра ăнăçу сунатпăр. 

Г.ИВАНОВА.



28 декабря 2018
09:10
Поделиться