Кил-çурт пирĕштийĕ
«ХĔРАРĂМ - кил ăшши», - тенĕ ваттисем. Çак сăмахсен чăнлăхĕ - Палтиелĕнчи Л.Е.Кузьминапа çыхăннă. Любовь Евгеньевна - шанчăклă мăшăр, чăн- чăн анне, тарават кин. Çемье вучахне çут çанталăк парнеленĕ çирĕплĕхпе, вышкайсăр пысăк ĕçченлĕхпе куç шăрçи пек упрать вăл. Паянхи çамрăксемшĕн, тен, çулланнисемшĕн те, ырă тĕслĕх вырăнĕнче.
Кăвак çутăллах пуçланать уншăн канăçсăр ĕç кунĕ. Чи малтан (çĕрлесерен темиçе хут пырса пăхсан та) Любовь Евгеньевна 88-ти хунямăшне пырса тĕрĕслет: «Чиперех-ши ман пăянам?» Анна Ивановна - ĕç ветеранĕ - куçне операци тунă хыççăн пач курми пулчĕ те пилĕк çул ĕнтĕ çын пулăшмасăр нимĕн те тăваймасть. Пĕчĕк ачана пăхнă пек усрать ăна кинĕ. Ăçтан чăтăмлăх çитерет-ши?..
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе тăрантарать, ĕне сăвать, кил хушшинче тирпей-илем кỹрет вăтам ỹсĕмри хĕрарăм. Васкавлăн ирхи апат çакса ярать. Çывăрса тăнă ачисем вара тутлăн сăйланса шкула çул тытаççĕ.
Тĕпренчĕксемпе савăнмалăх пур Кузьминсен. Виççĕмĕш класри Кирилл «4» тат «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Улттăмĕшĕнчи Виктория «5»-пе çеç туслă. 9-класри Никитăн кăçалхи вĕренỹ çулĕнче ак экзаменсем тытмалла, - уншăн пăшăрханать амăшĕ.
Ывăлĕ-хĕрĕ пĕлỹ çуртĕнче чухне Любовь Евгеньевна кăшт пушансан ал ĕç тытать: е çĕлеме ларать, е çыхать. Ку уншăн - чун йăпатмăш. Мĕн кăна çыхмасть вăл: кофта-юбка, алса-чăлха, сакпа урай сарми, çемçе тетте, вĕри савăт тытмалли (прихватка)... Тĕссен çураçулăхĕ, эреш-тĕрĕ хăйне евĕрлĕхĕ çак япаласенчен куçа илтермест. Пăхса тăранаймастăн! «Интернет мана çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç мелне вĕрентет», - тет вара ăста. Палăртни вырăнлă, виçĕм çул район Акатуйĕнче йĕркеленĕ ал ĕç ăстисен конкурсĕнче Любовь Кузьмина 3-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Ял тăрăхĕн мероприятийĕсенче, паллах, пултаруллăскерĕн ал ĕç япалисене тăтăшах выставкăна тăратаççĕ.
Çыхма-çĕлеме Любовь Евгеньевна ачаллах вĕреннĕ.
«Пирвайхи кофтăна шкулта вĕреннĕ чухне йĕпсемпе (спицы) çыхнăччĕ, - аса илет хĕрарăм. - Çыхмалли хатĕре аттем велосипед кустăрми ăшĕнчи тимĕртен тунăччĕ. Кỹршĕри Марье аппаран вăрăм чăлхана çĕнĕрен те çĕнĕ эрешсемпе çыхма вĕрентĕм».
... Ачи-пăчи шкултан таврăнсан канăçсăр чĕреллĕ амăшĕн тата яваплăрах тивĕç «вăранать». Эрнере виçĕ хутчен Викторипе Кирила Шăмăршăри спорт комплексне бассейна илсе çỹрет вăл. Хăйсен çăмăл машинипе. Хĕрĕпе кĕçĕн ывăлĕ В.П.Бондареев тренер патĕнче ишев ăсталăхне алла илеççĕ.
Спорта чунтанах парăннă Кузьминсен ачисем. Çуран, йĕлтĕрпе, конькипе чупаççĕ, шкул секцине тренировкăсене çỹреççĕ. Хăш-пĕр юлташĕ килтен хăпса тухаймасть пулсан, Кузьминсем шартлама сивĕре те урамра ярăннине асăрхатăн.
Çемьере ĕçсене пĕрле тăвасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çулла анкартинче çумламалла-и е утă пуçтарса кĕртмелле, кĕтỹрен анакан ĕнене хирĕç каймалла-и е кил-çурта хăтлăх кỹмелле, е тата хĕлле юр тасатмалла, выльăха апат памалла - аслисемпе ачисем яланах юнашар.
Ашшĕ - Сергей Геннадьевич - Шупашкарти кĕпер тăвакан отряд платникĕ - Керчь кĕперне тунă çĕрте вăй хурать. Вахта мелĕпе ĕçленĕрен уйăхĕ-уйăхĕ кил-йышĕпе пулаймасть вăл. Питĕ тунсăхлаççĕ ачасем... Амăшĕ вара, ашшĕ вырăнĕнче пулса, вĕсен вĕренĕвне çирĕп тĕрĕслет, хăйсене килти ĕçе явăçтарать. «Ача мĕн пĕчĕкрен аслисене итлетĕр, сума сутăр. Ку - хĕрарăм ĕçĕ, ку - арçын ĕçĕ тесе ан суйлатăр. Пуçланă ĕçе вĕçне çитертĕр», - тет Любовь Евгеньевна.
Ỹсĕм куç умĕнчех: кашнийĕ вăхăтпа пĕлсе усă курать, вĕренỹре килти ĕç валли те, спортпа кану валли те ерçỹ çитерет.
Çапла, амăш тỹпи воспитанире çав тери пысăк. Пуçаруллăскере, яваплăскере шкулта ашшĕ-амăшĕн комитетне суйлаççĕ. Ачисен класра иртекен пĕр мероприятирен те юлмасть вăл. Конкурссенче, юсав ĕçĕсенче сисĕмлĕ пулăшу кỹрет. Вĕри чĕреллĕскере кăçал Аннесен кунне уявланă чухне Палтиел тăрăхĕн администрацийĕ Хисеп грамотипе чысларĕ. Чăн-чăн анне тивĕçне пархатарлăн пурнăçланăшăн, ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн.
Шел, рынок саманинче ĕç вырăнĕçукки кăмăла хуçать. Л.Кузьмина «Мир» хуçалăха тыр çире пулăшать-ха. Вăл тырă тасатса тирпейленĕ чухне ачисем хунямăшне - асламăшне - пăхса тăраççĕ. Ытти вăхăтра чирлĕ ватта пăрахса хăвараймастăн. Шутласан, кил-çуртра та ĕç сахал мар.
Пĕлтĕр Кузьминсем икĕ хутлă кермене пурăнма кĕчĕç. Хулари пек, пĕтĕм услови пур кунта: газпа ăшăнаççĕ, шыв кĕрет-тухать, автомат машина япала çăвать, душ ĕçлет, ванна пур...
Кунта кашнин - хăйĕн пỹлĕмĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕ, илемлĕ, хăтлă. Ваттисем калашле, сывлăх кăна пултăр çак ырлăхпа савăнса пурăнма.
Хăна-вĕрлене тарават кил хуçисем. Любовь Евгеньевна тем тĕрлĕ апат-çимĕç те янтăлама ăста. Килен-каян ун тараватлăхĕнчен тĕлĕнет. Уçă кăмăллăскер, пуринпе те пĕр чĕлхе тупать вăл. Ỹркенменскер, кỹршĕ-аршине пысăк ĕçсенче пулăшать. Çавăнпах юратаççĕ, хисеплеççĕ Кузьминсем кинне. Çынпа çын пек пулма пилленĕ ăна тăван ашшĕ-амăшĕ.
Хăй вăл 1976 çулта Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Юккель ялĕнче çуралнă. Ашшĕ колхозра паллă тракторист, учетчик пулнă. Амăшĕ - ĕç ветеранĕ: 40 çул сысна пăхнă. Халĕ çывăх çынсем тивĕçлĕ канура.
Тăватă ачаран виççĕмĕшĕ - Люба. «Аттепе анне ир-ирех ĕçе тухса кайнă. Эпир - ачасем - асаннепе, асаттепе юлнă. Аслă ăрури çыннăмăрсем темле ĕçе те хăнăхтарнă», - аса илет ачалăхне 42-ри хĕрарăм. Ялти шкулта ăс пухнă Любовь, 9 класс пĕтернĕ. Шкулта поварта тăрăшнă.
Шăпа Палтиелĕн хитре те ĕçчен каччипе çыхăнтарнă. 2002 çултанпа Чăваш Енре кун кунлать Любовь Овинкина. Пурнăçне нихăш енчен те ỹпкелемест. Юратнă мăшăр, ăна пурнăç пилленĕ хунямăшĕ, чун тĕпренчĕкĕсем - ачисем, шанчăклă тус-тăван, ăнланакан кỹршĕ-аршă, кăмăл çĕкленĕвĕ - алă ĕçĕ, ял-йыш хисепĕ... Пурах-ши çакăнтан пысăк телей?!.
Зинаида СВЕКЛОВА,
Палтиел ялĕ.