Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлме йĕлтĕр чĕлтĕр-чĕлтĕр...

Йĕлме йĕлтĕр чĕлтĕр-чĕлтĕр...

ÇУТ çанталăкăн кашни вăхăчĕ илĕртỹллĕ. Шăннă çĕр шурă çивиттипе витĕнни, хĕллехи ыйха путнă йывăçсем кăпăшка юртан чĕнтĕрлесе çыхнă тутăрпа пĕркенни камăн кăмăлне çĕклемĕ? Тата вăрман уçланки йĕлтĕрçĕсен хаваслă сассипе янăраса тăрсан? 

Иртнĕ шăматкун кунта хĕллехи спорт сезонне уçма халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Çак ятпа пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕ, йĕлтĕрçĕсене ăмăртура ăнăçу сунчĕ. 
Эстафета яланах хĕрỹ те çивĕч иртет. Пĕри – пуриншĕн, кашни - хăйĕн командишĕн пĕр-пĕрне улăштарса ыткăнаççĕ шкул ачисем. Вĕсенчен пуçланчĕ те кăçалхи пĕрремĕш йĕлтĕр ăмăртăвĕ. 

Вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем хушшинче Карапай Шăмăршă шкулĕн икĕ команди те эстафетăн пур тапхăрĕнче те спорт ăсталăхĕпе палăрса тăчĕç. Çĕмрен пек хăвăрт чупакан Татьяна Елисеева эстафетăн юлашки çаврăмне чăн малтан вĕçлесе кăмандăна 1-мĕш вырăна кăларчĕ. Çак шкулти 2-мĕш команда, Шăмăршăри вăтам шкул спортсменĕсене ирттерсе ярса, 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вăтам классенче вĕренекененчен вара Анат Чаткас шкулĕн йĕлтĕрçисен икĕ команди те никама та хăваласа çитме май памарĕ - пьедесталăн 1-мĕшпе 2-мĕш картлашкисене йышăнма пултарчĕ. Кивĕ Чукалти тĕп шкулта вĕренекенсем - пăхăр призерсем. Н. Зыков учитель ырми-канми тăрăшнипе Анат Чаткасри пĕчĕк комплектлă шкулта пĕлỹ илекенсем районти хуть мĕнле ăмăртура та малти вырăнсене кăна çĕнсе илеççĕ. Хастар педагог епле вăхăт çитерет-ши кашни ачана тĕрлĕ енлĕн аталантарма? Çав вăхăтрах пĕрешкел условисенче ĕçлекен хăш-пĕр шкулсем районти ăмăртусене хутшăнма пăрахрĕç. Васансене, пуянкассене çитес спорт мероприятийĕсенче курăпăр-ши? 

Ял тăрăхĕсен эстафетине те 9 ял тăрăхĕнчен пиллĕкĕшĕ кăна команда тăратнă: Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Палтиел, Чукал тата Кивĕ Чукал. Кунта пĕрремĕш вырăншăн шăмăршăсемпе карапайшăмăршăсем уйрăмах çивĕч кĕрешрĕç. Çапах та виççĕмĕш тапхăрта Юрий Ермолаев шăмăршăсене самаях хыçа хăварчĕ. Надежда Петрова, çакăнпа усă курса, эстафетăна пуринчен малтан вĕçлеме пултарчĕ. Çапла вара карапайсем - çĕнтерỹçĕсем, шăмăршăсемпе кивчукалсем – призерсем. Палăртма кăмăллă, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн командинче кăçал та 67 çулхи Петр Ильдяков пĕр километрлă çаврăма питĕ хăвăрт, çăп-çăмăл парăнтарчĕ. Çамрăксем ăмсанса, тĕлĕнсе тăчĕç спорт ветеранĕн ăсталăхĕнчен! 

Предприятисемпе учрежденисен, организацисен тупăшăвĕ те интереслĕ иртрĕ. Анчах та йышлăн хутшăнаймарĕç вĕсем те. Пурĕ те 4 команда çеç. Вăрманçăсем, полици уйрăмĕ, наци паркĕ тата ыттисем те хĕллехи сезона хатĕрленсе ĕлкĕреймен курăнать. Хутăш эстафетăра çĕнтерỹçĕ - райадминистраци команди, Шăмăршăри тĕп больница ĕçченĕсем - иккĕмĕшсем, пушар чаçĕпе «Ромашка» ача сачĕн пĕрлештернĕ команди - виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç. 

Чи савăнăçлă самант - малти вырăнсене тухнă командăсене чыслани. Вячеслав Антонов - ăмăртăвăн тĕп судьи тата Людмила Фомина - «Туслăх» спорт шкулĕн ертỹçин вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ - çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальпе тата Дипломпа наградăларĕç. И.Пыркина «Единая Россия» парти уйрăмĕн секретарĕ ăмăртура палăрнă йĕлтĕрçĕсене парнепе хавхалантарчĕ. 

Тепĕр шăматкун Хĕл Мучи парнишĕн иртекен ăмăртура тĕл пуличчен, йĕлтĕр тусĕсем! 

Г.ИВАНОВА.



18 декабря 2018
09:05
Поделиться